Спорт

22 Çурла, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанать”

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртĕ. Республикăра кунашкал мероприяти пĕрремĕш хут пулĕ. Мускавра çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко форум лапамĕсенчи тĕп дискуссисенчен пĕри спорт резервне хатĕрлесси пулассине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе палăрнă, анчах çак шайран чакас мар, малалла аталанас тесен спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетмелле.

20 Çурла, 2014

Михаил Игнатьев йĕркелÿ комитечĕн ларăвне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне хатĕрлесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталан

19 Çурла, 2014

Ентешлĕхсен спартакиадин сумĕ çÿллĕ шая çĕкленчĕ

Çурла уйăхĕн варринче республикăри районсен ентешлĕхĕсен йăлана кĕнĕ «Туслăх кубокне» çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртусенче хальхинче нихăçанхинчен те нумайрах спортсмен /пурĕ 21 команда/ тупăшрĕ.

16 Çурла, 2014

Пысăк ăмăртусем республика чапне ÿстереççĕ

Пин çул ытларах каялла пурăннă сăвар-пăлхарсен йăхĕсем Европăри чи вăйлă халăхсен шутĕнче тăнине авалхи перссен, арабсен, узбексен, çавăн пекех славянсен ăсчахĕсемпе çыравçисемех палăртнă.

15 Çурла, 2014

Пире шанаççĕ, пирĕн çитĕнÿсене хаклаççĕ!

Чăваш Енре «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хатĕрленме пуçланнă. Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн асăннă форум Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет. Çав кунах Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантармалли Канашĕн анлă ларăвĕ иртĕ.

Pages