Спорт

14 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | Ăмăрту

 Шăмат кун Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăнчĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртрĕ.

Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен "Раштав чупăвĕ" йĕлтĕр ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсем Чăваш Республикинчи Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕ вăхăтĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче иртнĕ.

10 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | Çитĕнÿ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Анастасия Тарасовăшăн 2013 çул яланлăха асра юлĕ. Пĕлтĕр вăл сумо енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче мала тухса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, кĕрешÿ енĕпе те çĕр-шыра пĕрремĕш пулнă. Иртнĕ çулах спортсменка тĕнче чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Чăваш Енĕн пултаруллă ар-хĕрĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсне хастар хутшăннă. Пĕлтĕрхипе иккĕмĕш хут иртнĕскере хутшăнма 12500 çын ыйту çырнă.

Ĕнер ятарлă пуйăспа Олимп çулăмĕ Чĕмпĕртен Шупашкара çитрĕ. Çĕнĕ çул умĕн урамсем ахаль те капăр курăнаççĕ, эстафетăна кĕтсе илме те тĕплĕ хатĕрленнĕ шĕкĕр хуламăр. Пур çĕрте юрă-кĕвĕ илтĕнчĕ, савăк кăмăл хуçаланчĕ. Палăртнă самант тĕлне чукун çул вокзалĕ тавралла халăх лăк туллиехчĕ.

Pages

Subscribe to Спорт