Спорт

14 Юпа, 2014

Çамрăк пăхаттирăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр

Патăрьел каччи - тĕнче чемпионĕ. Мускаври «Содружество» спорт керменĕнче пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пирĕн ентеш Вадим Чернышев çĕнтернĕ. Сумлă ăмăртура 18-ти каччă 197,5 килограмлă штангăна йăтма пултарнă.

11 Юпа, 2014

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ÿсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ.

11 Юпа, 2014

Спортшăн чикĕ те, нацилĕх те çук

Çак шухăша палăртрĕ Владимир Путин Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче

11 Юпа, 2014

Ватти-вĕтти - зарядкăна

Пĕрлехи зарядка ирттересси пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр: «Ирхи зарядкăна» республикăн тĕп хулинче пуçласа 2011 çулта ирттернĕ. 2013 çулта çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче «çăлтăрпа» тунă зарядка «Чи массăлла ирхи зарядка» категорире Раççей тата Европа рекорчĕн официаллă статусне тивĕçнĕ.

Pages