Спорт

14 Юпа, 2014

«Хĕрсем те çирĕп вăй-халлă пуласшăн»

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум программипе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче спорт кĕрешĕвĕ /хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/ енĕпе ăсталăх сехечĕ иртрĕ.

14 Юпа, 2014

«Вĕсем иккĕмĕш сортлă мар»

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн картинче эрне кун «Спортăн Олимп вăййисен шутне кĕмен тата наци енĕсем - Стратеги - 2020-е пурнăçа кĕртмелли фактор» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

14 Юпа, 2014

Форума пĕтĕмлетнĕ

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлура Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» V спорт форумне пĕтĕмлетнĕ. Ун вăхăтĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа килнĕ.

14 Юпа, 2014

Ĕçтешлĕх - спортри çитĕнÿсен никĕсĕ

Ирина ВИНЕР-УСМАНОВА, Пĕтĕм Раççейри художество гимнастикин федерацийĕн президенчĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ:

14 Юпа, 2014

«Волонтер центрĕ йĕркелесен аван»

Кашни ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлакансем.   "Ĕмĕт-тĕллев пур-тăк - малаллах ăнтăл", - шăпах çак шухăша тĕпе хурса пурăнать Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Ксения Александрова.

Pages