Ял хуçалăхĕ

22 Пуш, 2014

Хăнана кĕмесĕр ан иртĕр...

Мĕн пĕчĕкрен тутар-пушкăрт хушшинче ÿссе вĕсен йăли-йĕркине ăша хывнипе те çыхăннă-ши, ăна-кăна пĕлместĕп, анчах та çак халăх çынни маншăн ачаран питĕ çывăх. Атте те çамрăкрах чухне вĕсемпе питĕ туслăччĕ. Пĕр хут ырă тунăшăн çĕр хут ырăпа тавăратчĕç. Шкулти учительсенчен чылайăшĕ тутарччĕ.

21 Пуш, 2014

Кил-çурт 21.03.2014

•Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем
•Ирхи купăста калчи ÿстеретпĕр
•Хыр-чăрăш йĕппи пулăшать
•Сухан «апачĕ»
•Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр
•Çимĕç мар ку – уяв
•Сиенсĕр им-çам
•Ĕмĕрхи ыйту: «мĕншĕн»?
21 Пуш, 2014

Чун апачĕ çеç мар, хуйха пусаракан та

Пин-пин çын эрне куна чăтăмсăррăн кĕтет - канмалли кунсем çитнипе те мар, «Çамрăксен хаçачĕн» çĕнĕ номерĕ тухнипе. Кăларăма 1996 çултанпа çырăнса илекен чылай. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Хаçатăн чи çывăх тусĕсемпе тĕл пулма Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕке çул тытрăмăр.

21 Пуш, 2014

Чунтан парăннисем

Кашни кăларăмра тенĕ пек вулакансене хаçат-журнал çырăнмаллине аса илтеретпĕр. Пĕр çур çула ирттерсе яратпăр кăна теприншĕн пăшăрханма пуçлатпăр: информаципе технологи ĕмĕрĕнче – Интернет тыткăнĕнче – пурăнатпăр-çке. Компьютера ярса пĕр сăмах çеç пичетле – вун-вун хыпар сиксе тухать.

Pages