Ял хуçалăхĕ

26 Пуш, 2014

Çĕрĕ çителĕклĕ, вăй хуракан çук

«Çĕрпе усă курмарăн – штраф тÿле», – асăрхаттарать пирĕн район хаçачĕ. Эпĕ ас тунă тăрăх – тин çеç чăмăртаннă çемьесем çĕр паман пирки уйрăлса тухса кил-çурт çавăраймастчĕç. Кĕтĕве тарăн çырма-çатрара çÿретнĕ май ĕне выльăх урине хуçасран чун çукчĕ. Çамрăк бригадир ларма çемçерех пултăр тесе урапа тĕпне утă хурса килнĕшĕн 7 çуллăха тĕрмене лекни те асрах.

Эпĕ Сахалин утравĕ çинче хĕсметре пултăм. Унта кайнă чух вырăнĕ-вырăнĕпе усă курман е этем ури пачах пусман çĕрсем выртнине курсан тĕлĕнтĕм.

26 Пуш, 2014

Пĕр пинрен иртнĕ

Иртнĕ эрнери кăтартусем тăрăх – çулталăк пуçланнăранпа республикăри 11 ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕнерен 1000 кг ытла сĕт сунă. Комсомольски районĕнчи "Асаново" тата "Рассвет" кооперативсенче вăтамран 1450 тата 1036 кг суса илнĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Смак-Агро" пĕрлешÿре – 1153 кг, Муркашри Суворов ячĕллĕ хуçалăхра – 1011 кг, Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирмăра – 1120 кг. Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра", "Родина", Елчĕк тăрăхĕнчи "Прогресс", "Яманчурино", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсем те палăрнă.

26 Пуш, 2014

Чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ

Паян акционерсен "Промтрактор" уçă пĕрлешĕвĕнчи цехран чăвашсен пĕрремĕш комбайнĕ – "АГРОМАШ – 4000" – тухать. Историллĕ çак саманта курма, çĕнĕ производствăпа паллашма Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен яваплă çынсем килсе çитнĕ.

26 Пуш, 2014

Арçын çеç айăплă-ши?

Пĕр çулхине «Хресчен сасси» хаçатра манăн материала пичетлерĕç. Эпĕ ăна мăшăр тупас тĕллевпе çырнăччĕ. Ун чухне çырусен йĕрĕпе ăçта кăна пулмарăм-ши? Республикăна урлă-пирлĕ «çавăртăм». Нихçан пулман ял тăрăхĕсене çитсе куртăм.

Чылай чухне хĕрарăмсем йывăр пурнăçшăн арçынсене айăплама пăхаççĕ. Çырăвĕсене еплерех çыраççĕ тата! Вуланă хыççăн çунат сарса вĕсем патне вĕçес килет. Сăмахĕсем чун-чĕрене ăшăтаççĕ, кăмăл-туйăма тыткăнлаççĕ. Савăннипе ура хуçса ташша ярăн. Шел те, чăн пурнăçра пачах урăхла.

26 Пуш, 2014

«Çуркунне - 2014»

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен Шупашкарта ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе «Çуркунне - 2014» уйăхлăх иртет. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене - уйăхлăха хутшăнакансене - хулари суту-илÿ вырăнĕсемпе /«Николаевский», «Дар», «Северная», «Кост» пĕрлешÿсенче/ тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çак тапхăрта апат-çимĕç продукчĕпе акмалли-лартмалли материалсене туянма май пур.

 

Pages