Ял хуçалăхĕ

27 Пуш, 2014

“Кĕçех Чăваш Енре те çерем уçма тытăнăпăр”

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семенов çерем çĕр уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Василий Семенович çак ĕçе икĕ хут хутшăннă. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕр уçнă чухнехи савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă. Аса илĕве хут çине куçарас тăк роман çырма пулать. Василий Семенов хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ.

27 Пуш, 2014

Ăçталла çул тытатăн, тăванăм?

Инçе çула тухсан тăван кĕтес аса килет, çĕнĕ вырăна хăнăхиччен чĕрене тунсăх пусатех. Ют çĕре вăхăтлăха ĕçе кайнă-и е унта тĕпленнĕ-и - хăв çуран чупнă çаран, тинĕс евĕр хумханакан ыраш уйĕ, шăнкăрти юхан шыв ялан куç умĕнче. Сана савса утьăкка сиктернĕ аçу-аннÿрен, тăван-пĕтенрен çывăххи тата мĕн пур-ши çут тĕнчере?

27 Пуш, 2014

Ансат пек, анчах...

Ĕлĕк ăстасем чÿрече хашакĕсене эрешлесе илемлетнĕ, йывăçран касса кăларса тĕрлĕ япала, тăмран савăт-сапа т.ыт.те хатĕрленĕ, тĕрленĕ, чĕнтĕр, хăва вуллинчен карçинкка, сĕтел-пукан çыхнă... Шел, çулсем иртнĕ май çакăн евĕр ăсталăха пĕлекенсем чаксах пыраççĕ, ырă йăла-йĕрке манăçать.

26 Пуш, 2014

Хисеплĕ ватă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿрт ялĕнче пурăнакан Терентий Дверенин 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Терентий Парамонович пуканесем ăсталас енĕпе ĕçлет. Çавна май тĕрлĕ курава хутшăнать. Пултаруллă ватта республикăра çеç мар, Раççейре те пĕлеççĕ. Ун патне ют çĕршыв турисчĕсем те килеççĕ. Халĕ вăл Çĕнтерÿ кунĕ валли экспозици хатĕрлет. Танк та ăсталанă. Вăрçă çулĕсенче вăл механик-водительте вăй хунă.

Кăçал ăна «Сĕнтĕрвăрри районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă.

 

26 Пуш, 2014

«Ăçтала çул тытатăн, тăванăм?»

Ĕлĕкрех «Отходничество» текен ăнлав анлă сарăлнă. Ютра ĕçлесе çÿрекенсем е унтах тĕпленнисем пирки çапла каланă. Пĕр шутласан халăх ĕç шыраса пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçнинче ним япăххи çук. Шел пулин те тĕнче касса çÿрекен чăвашсем, вĕсен йышĕ çинчен тĕп-тĕрĕс статистика илсе кăтартаймастпăр. Юлашки çулсенче ку туртăм вăйланни сисĕнет. Ун тымарĕсем ăçтан амаланаççĕ? Ĕç рынокĕнчи лару-тăру еплерех? Асăннă ыйтусене сÿтсе явма вăхăт çитнĕ тесе палăртать «Хыпар» хаçат «Ăçтала çул тытатăн, тăванăм?» материалта.

Pages