Ял хуçалăхĕ

29 Пуш, 2014

«Исток» малаллах талпăнать

Канаш районĕнчи Пукăртанра пурăнакан Николай Павловăн ачалăхĕ çăмăл иртмен. «Атте эпĕ улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне аварие лексе сарăмсăр вилчĕ, - йывăррăн аса илчĕ иртнĕ кунсене Николай Григорьевич. - Вăл мана мĕн пĕчĕкрен техникăна юратма вĕрентни халĕ кулленхи ĕçре пулăшать çеç. Уроксем хыççăн машина-трактор паркне час-часах каяттăм. «Григорий Павлович, - тетчĕç ăна юлташĕсем, - ывăлу сана пулăшма çитрĕ». Механикăн ĕçĕ нумайччĕ çав. Анне, Алюстина Петровна, зоотехник пулнă. Вăл мана выльăх-чĕрлĕх тĕнчипе çывăхлатрĕ».

29 Пуш, 2014

Вăхăт çĕр ĕçченне васкатать

Йĕпреç тăрăхĕнчи «Патман» ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем пĕлтĕр уй-хире пуринчен малтан тухса акана ăнăçлă вĕçленĕччĕ. Кăçал та çав ĕмĕт-тĕллевпех хавхаланаççĕ. «Ир вăраннă кайăк пирки ваттисем каланă çунатлă сăмахсене асрах тытатпăр, - тет Çĕнĕ Выçлипе Хумри Ишек ялĕсене пĕрлештерекен хуçалăх ертÿçи Владимир Никифоров. - Машина-трактор паркĕнчи мĕн пур агрегата хĕл кунĕсенчех юсавлисен ретне лартрăмăр. Юсавçăсен звенине механизаторсем те пысăк пулăшу пачĕç.

28 Пуш, 2014

Савни хăш тĕне ĕненни пĕлтерĕшлĕ-и?

«Тĕнчере çĕр турă мар, пĕр турă анчах», - тенĕ ватăсем. Çак шухăша ĕлĕк кăна мар, халĕ те калаççĕ туррăн хăватне шанса, ĕненсе пурăнакансем. Чи хакли - чыса, чун тасалăхне, çылăх тăвассинчен хăвна упрама пĕлни. Çакна пăхăнни тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене те пĕр çемьене чăмăртанма кансĕрлемест.

28 Пуш, 2014

“Кĕçех Чăваш Енре те çерем уçма тытăнăпăр”

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Семенов çерем çĕр уçма кайнă тапхăра пурнăçĕнчи телей çулĕсемпе танлаштарать. Василий Семенович çак ĕçе икĕ хут хутшăннă. Çав çулсене вăл халĕ те йăл кулăпа, ăшă кăмăлпа аса илет. Çерем çĕр уçнă чухне савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнă.

28 Пуш, 2014

МĔН ÇИЕТĔН ЭСĔ, КРОЛИК?

Анчахрах кролик усрама пуçларăмăр. Вĕсене мĕнпе тăрантарсан аванрах. Çак чĕр чунсене пур апат та каять-и.

Олег МАТВЕЕВ.

Етĕрне районĕ,Советски ялĕ.

Pages