Ял хуçалăхĕ

2 Ака, 2014

Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет

«Хыпар» хаçатăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет" тĕпчев пичетленсе тухрĕ. Ăна эпĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăран редакцие çыру килнĕ тата çав яла кайса Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.М.Фоминпа, "Ленинец" колхоз тата Ленин ячĕллĕ агрофирма ветеранĕсемпе, район прокурорĕпе, полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.И.Глуховпа, унăн çумĕпе М.М.Калмыковпа, Н.Н.Федоров фермерпа калаçнă хыççăн çыртăм.

2 Ака, 2014

Инкек куçа курăнса килмест

Нумаях мар пулин те ялсенче халăха хăратса ларакан пушă пÿртсем, арканнă колхозсенчен юлнă ферма çурчĕсем пур. «Хуçасăр ларакан çĕрĕк пÿрте ача-пăча кĕрсе кайса вăл çав самантра ишĕлсе анасран е шăпăрлансем вутпа выляса пушар тухасран чун çук», - теççĕ пăшăрханса çакнашкал юхăнчăкпа юнашар пурăнакансем. Çĕрĕк пÿрт - хăрушлăх вырăнĕ. Ăна ял администрацийĕн аллине парса тахçанах сутса ямалла. Ун вырăнне çĕнĕ пÿрт çĕкленсе яла илем кÿмелле. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çак киревсĕрлĕхе, чи малтанах, хăрушлăха пĕтерме ирĕк çук-ши вара?

2 Ака, 2014

Георгий Егоров: «Хула çывăх – витĕмĕ пысăк»

Кÿкеç витĕр иртсе Канаша çитетĕн-и е Сăр кĕперĕ урлă каçса Етĕрнене сывлăх сунатăн-и – пур тăрăхра та чĕрĕлĕх палли. Районсен ĕçĕ-хĕлне туллинрех кăтартас тĕллевпе çĕнĕ рубрика уçас терĕмĕр. "Район ертÿçин пĕр кунĕ" ярăм чăваш хресченĕн паянхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне анлăрах сăнлама май парĕ.

2 Ака, 2014

Çапла пултăр!

Пĕчĕк Мĕтри (Дима) иккĕ те тултарман-ха, анчах килти выльăха пит аван паллать. Акă пĕрле чиксе тухнă "Хресчен сасси" хаçат лекрĕ унăн аллине. Тепри туртса çурма хăтланатчĕ пулĕ, ку вара хăйĕн чĕлхипе тÿрех килти выльăха шырама пикенчĕ. Вăкăр ÿкерчĕкне курчĕ те "мукшăн" йăл кулса хĕпĕртерĕ.

2 Ака, 2014

Çулĕ йывăр, сумки...

Тăвай районĕнчи Тăрмăшри çыхăну уйрăмĕнче виçĕ почтальон ĕçлет. Анжела Бикинина, сăмахран, çак ĕçре вунă çул вăй хурать. Вăл кашни кунах 200 киле хаçат-журнал салатать. Кунсерен 8-9 çухрăм утма тивет унăн. Çитменнине тулли сумкăпа. Хаçат-журналсăр пуçне тавар та йăтмалла.

Pages