Ял хуçалăхĕ

15 Ака, 2014

Сывă çын чунпа çирĕп

Етĕрне районĕнче урă пурнăç йĕркине çирĕплетес ыйтупа ял тăрăхĕсен ертÿçисен, сиплев тата суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен канашлăвĕ иртнĕ. Эрех-сăра сутмалли йĕркене пăхăнман лавккасем пирки çирĕпрех мерăсем йышăнма тивет. Вĕсене хупасси çинчен сăмах пымасть кунта, пурте саккуна пăхăнса пурăнччăр. Халăхра ăнлантару ĕçне вăйлатассипе вырăнти пуçлăхсем хăйсем тĕслĕх кăтарма тивĕç, палăртрĕ район ертÿçи Владимир Кузьмин. Район ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Хыпар» тата «Хресчен Сасси» хаçатсен çĕнĕ номерĕсенче вуласа пĕлĕр.

15 Ака, 2014

Карта выльăх карта сыхлать

Харăсах темиçе кредит тÿлеççĕ вĕсем. Кил умĕнче ларакан техникăна пĕтĕмпех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе тата кредит укçипе туяннă. Картиш тулли ĕне выльăх. Тин пăруланинчен пуçласа аш валли ÿссе çитĕнни таранах. Пурне те пăхмалла, пурне те апатлантармалла. Кил хуçисем мĕнлерех вĕтĕленнине курсан вĕсем выльăхсемшĕн кăна пурăннă пек те туйăнса каять. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Константин ФИЛИППОВ фермер хуçалăхĕ пирки.

15 Ака, 2014

Тĕллеве пурнăçа кĕртет

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Николай Лисаев фермер хуçалăхĕ çурхи акана тухас умĕн техника паркне çĕнĕ агрегатсемпе пуянлатнă. Иртнĕ кунсенче кунта МТЗ-892 тата МТЗ-892.2 йышши икĕ трактор, сеялка тата культиватор туяннă.

Фермер хăйĕн хуçалăхне аталантарас тĕллевпе чăх чĕпписене ÿстермелли цех тăвать. Строительство ĕçĕсем вĕçленсен унта пĕр талăкри чĕпсене 30 пин пуç илсе килесшĕн.

12 Ака, 2014

Асран кайми сăнар

- Ирçе вăтам шкулĕнче /Етĕрне районĕ/ пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Фелицата Шатаева вожатăй пĕррехинче Зойăпа Шура Космодемьянскисем çинчен кĕнеке вуласа пачĕ. Калама çук тĕлĕнтĕм. Ытла та чун çывăхне илтĕм. 18 çулти хĕр хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пуçа вырнаçмарĕ. Совет Союзĕн икĕ Геройĕн амăшне куç хÿрипе те пулин курас килсе кайрĕ, - аса илет Нина Михайловна.

Ачалăхри ĕмĕт

Pages