Ял хуçалăхĕ

16 Çу, 2014

Чăхсене ашлăх самăртасси

Бройлер чĕпсене ашлăх самăртаççĕ. Вĕсем питĕ хăвăрт ÿссе аталанаççĕ. 70-80 кунран 1,5-2 килограмм таякан пулаççĕ. Кайăксене ÿстермелли чи яваплă вăхăт - малтанхи уйăх шутланать.

Чи малтанах чĕпсене ăшă çителĕклĕ туса памалла.

16 Çу, 2014

«Кил-çурт, хушма хуçалăх » хаçатăн çĕнĕ номерĕ, 19 /756/ №.

  • Шупашкарти тĕп пасатри хаксем;
  • Чăхсене ашлăх самăртасси. Тĕплĕнрех;
  • Вĕçен кайăксен тĕнчи;
  • Асамлă шĕвек пулăшнипе;
  • Нумай вăхат упранать;
15 Çу, 2014

Тапанар пуласлăхĕ пур

Тăван ял историне тĕпчемешкĕн Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасра пурăнакан юратнă кукамай, Любовь Вениаминовна Трофимова патне çул тытрăм. "Вăл Тапанар мĕнле пуçланнине ăçтан пĕлет-ха?" – çак ыйту канăçсăрлантарчĕ мана. Ăна Тапанар ялĕнче çуралнă Алевтина Егоровна Емельянова каласа кăтартнă иккен.

15 Çу, 2014

Хăвăртлăха чакарас марччĕ

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри вун пĕр районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Кăтартусем кунсерен мар, сехетсерен улшăнаççĕ. Çавăнпа та паянхи кун тĕлне тата темиçе район палăртнă тĕллеве пурнăçласси никама та иккĕлентермест.

Pages