Ял хуçалăхĕ

21 Çу, 2014

Атăл кунĕ

Ĕнер Атăлçи регионĕсем аслă юхан шыв кунне палăртнă. Атăл – Раççейре çеç мар, Европăри юхан шывсен йышĕнче те чи пысăкки. Вăл 3,7 пин çухрăма тăсăлать. Çулсерен Атăлта 250 кубла километр шыв юхса иртет.

21 Çу, 2014

Çĕнĕ технологисене çул параççĕ

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче йĕтемре раштав уйăхĕнче те тырă типĕтни, 80-мĕш çулсен варринче чĕркуççи таран пылчăк ашса сенĕкпе çĕр улми кăларни пуçăмра ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлнă. Çанталăк пур пĕр юлашки çулсенчи пек улшăнса тăмастчĕ.

20 Çу, 2014

Тăвайсем йышăнаççĕ

Çак тапхăрта чылай районта ĕнене машинăпа сăвакансен конкурсĕ иртет. Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекенсем те хăйсен хуçалăхĕн чысне хÿтĕлесе пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх – районсенче мала тухнисем республика шайĕнчи ăмăртăва тухаççĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсене Тăвай районĕнчи "Акконд-агро" фирма йышăнать. Конкурс çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче иртет.

19 Çу, 2014

Юратни аван, упрама та ан ман

Муркашра Çемье кунне халалласа уяв мероприятийĕ иртнĕ. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев районти чи лайăх, туслă тата тĕслĕх çемьесене саламланă май район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

17 Çу, 2014

Аслăял варринчи çăтмах

Аслăял варрипе пысăк çырма сарăлса выртать. Темиçе çул ÿсекен шурă хурăнсемпе лаштра йăмрасем, симĕс тирексем тÿпенелле кармашаççĕ. Çырма айккипе - тăпăл-тăпăл çуртсем. Ял урамĕпе киленсе утнă май Григорьевсем патне çитнине сисмерĕм те.

Pages