Ял хуçалăхĕ

23 Çу, 2014

Юлашки куна ан хăварăр

Пурăнмалли уйрăм çурта çăмăллатнă майпа – халăхра «дача амнистийĕ» тенĕскере – харпăрлăха çырма уйăрнă вăхăт нумаях та юлмарĕ. Раççей реестрĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку ĕçе туса ĕлкĕрейменнисене васкама хистет. Çурт-йĕр çавăрма е хушма хуçалăх тытма çĕр лаптăкĕ илсе ун çине çурт лартнисене пырса тивет ку. 2015 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çеç ăна малтанхи майпа тума пулать. Регистрацилесси 5-10 куна тăсăлать, пошлина хакĕ 200 тенкĕ. Кайран пурăнмалли çурта харпăрлăха илесси кăткăсланать: çурта хута яма ирĕк илме тивĕ. Куна валли нумай хут пуçтармалла.

23 Çу, 2014

Çĕрлехи сунарçă

Сунара пурăшсем çĕрле кăна тухаççĕ. Тен, çа­­вăнпах ытла тухса çÿремен, вăтанчăк çынна "пурăш пекскер" тесе калаççĕ. Вырăсла ячĕ "барсук".

Апат енĕпе вăл тиркевлĕ мар, çирĕп чĕрнеллĕ пÿрнисемпе ÿсен-тăран тымарĕсене чавса кăларать, шăши, шапа, тĕрлĕ кăпшанкă тытса çиет.

23 Çу, 2014

Хуçасăрлăхшăн кам айăплă?

Кирлехчĕ-ши ялта пурăнакансене хăй вăхăтĕнче уйри çĕр лаптăкĕпе пурне те тивĕçтерме? Пĕрисен вăл хăш ял тăрăхĕнче пурăннине кура 50 сотăй йышăнать, теприсен пĕр гектартан та иртет. Унăн виçи колхозăн е совхозăн шутланса тăнă çĕр лаптăкĕн фондĕнчен килнĕ.

22 Çу, 2014

Петровсем ял-йышра - хисепре

Чунран тăрăшакан хăйĕн ĕçĕнче хастарлăхпа палăрса халăхра ырă ят хăварать. Ĕçченлĕх, сатурлăхпа сăпайлăх тыткăнлать кунашкал çынсене. Кăмăла уçса виçеллĕ калаçаççĕ вĕсем. Сăмаха вара ялан ĕçпе çирĕплетеççĕ. Пĕрре курса калаçсанах чунра ăшă туйăм çуралать, тепре те тĕл пулас килет.

Pages