Ял хуçалăхĕ

4 Çĕртме, 2014

Каткассинчи ниме

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Каткасси халăхĕ ял çăви çине тухрĕ. Никама та ÿкĕтлемен, килрен чĕнсе çÿрес йăла çук. Пурте лайăх пĕлеççĕ: çĕр типсен, йывăç-курăк пуçне кăларсан пĕтĕм йышпа масара тирпейлеççĕ.

4 Çĕртме, 2014

Шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест

Аслăрах ÿсĕмрисем иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче курăк ĕнсе каймаллах шăрăх тăнă çу кунĕсене лайăх ас тăваççĕ ĕнтĕ. Юр ирĕлнĕренпех çумăр пулманран ялсенче çăлсем типнĕччĕ. Çĕр улмине вăрлăхлăх та пухса илеймерĕмĕр.

4 Çĕртме, 2014

Йĕпремсем - тĕрĕ ăстисем

Кама мĕнле те, мана тĕрĕ юлашки вăхăтра çĕнĕрен йăл илнĕ пек туйăнать. Ялти хĕрарăмсем кăна мар, хуларисем те тĕрлеççĕ халĕ. Паллах, чат авалхи тĕрĕ мар ĕнтĕ вăл, çапах та алă ĕçне манманни паха.

3 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ.

3 Çĕртме, 2014

Кÿршĕсен кÿренме сăлтав çук

Иртнĕ эрнере журналистсене ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти «Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсем» патшалăх унитари предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç

Pages