Ял хуçалăхĕ

5 Çĕртме, 2014

Хăватсене ÿстерсе - малалла!

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕн йĕркелÿ сывлăшĕ сарăлса пынă тапхăрта, хăшĕ-пĕри райпосене пĕтермелле, вĕсен тивĕçне малашне усламçăсем туса пырĕç тесе сăмах аллатчĕ. Вĕсем пакăлтатни тÿрре тухмарĕ. Мĕншĕн?

5 Çĕртме, 2014

Колхоз ачисем

30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче «Победа» колхоз йĕркеленĕ. Трифон Афанасьевпа Федор Ильин унăн малтанхи председателĕсем пулнă. Чăпта çапмалли промэртел ĕçленĕ.

5 Çĕртме, 2014

Виле - йĕп мар...

Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕн производствинчи уголовлă çак ĕçсем иккĕшĕ те çын вилĕмĕпе çыхăннă. Иккĕшĕнче те айăплисем яваплăхран пăрăнас тĕллевпе çын виллине пытарма тăнă.

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле пулнă преступлени тĕлĕшпе следстви айăплав тăратнă ĕнтĕ. Тăватă çамрăк 55-ри арçын патне килне пынă. Вăл каччăсенчен пĕрин куккăшĕ умĕнче парăма кĕнĕ-мĕн - пĕтĕмпе те 50 тенкĕ кăна, анчах йĕкĕтсем шăпах çав укçана тавăрса пама сĕннĕ. Сăмахпа кăна хистемен - хĕнеме те ÿркенмен. Арçынна урама илсе тухнă, çурт çывăхĕнчи сак çине лартса хăварнă, хăйсем пăрахса кайнă.

Pages