Ял хуçалăхĕ

6 Çĕртме, 2014

Пуш хирте çÿрекен тĕвене хăйăр тăвăлĕ те хăратмасть. Мĕншĕн? Пĕлес килет-и?

Чăваш Ене паллă çынсем час-часах килеççĕ. Хальхинче республика Юрий Энтина кĕтсе илчĕ. Чăваш çĕрне ăна мĕн сăлтав илсе çитернĕ?

Раççей патшалăхĕн ертÿлĕхĕ культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварассине пысăка хурать. Çав шута Чăваш Республикинчи истори пĕлтерĕшлĕ палăксем те кĕреççĕ. Çĕр-шыв бюджетĕнчен культура объекчĕсене юсаса çĕнетме сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кĕçех республикăна татах нухраь килмелле. Хальхинче мĕн çĕнетме палăртаççĕ?

Çак тата ытти ыйту хуравне "Ыйту-хурав" кăларăмра тупма май пур.

6 Çĕртме, 2014

Нитрат мĕнпе сиенлĕ

Тĕрĕссипе, нитрат пур пахча çимĕçре, улма-çырлара пур - вĕсем ăна тăпраран илеççĕ. Каярахпа ÿсен-тăран çак азот хутăшĕсене белока куçарать. Тивĕçлĕ виçе таран чухне нитрат организмшăн сиенлĕ мар. Анчах та вăл нумай тăк, организма белок пек мар, таса виçепе кĕрет, çавна май организмра апат-çимĕç ирĕлнĕ чух вăл нитрита - азотлă кислота тăварне - куçать. Вăт шăпах вăл сывлăхшăн сиенлĕ.

Нитрит клеткăсен «сывлавне» пăсать, çавна май организмра япаласен ылмашăвĕ улшăнать, иммунитет вăйсăрланать.

Pages