Ял хуçалăхĕ

Помидор калчисене чылайăшĕ малтан ешчĕксене акать, кайран пĕчĕк чÿлмексене куçарать. Унтан тин яланхи вырăна, йăрансене лартать. Хăш-пĕр пахчаçă вара калчасене ытлашши амантмасăр çитĕнтермелли меслетпе те усă курать. Чылайă­шĕ ăна стрессăр ÿстернĕ калча тесе калать.

1940 çулсенче Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчи 3-8 çулсенчи ачасем уйра пучах пайтах пуçтарнă. Пирĕн атте вĕрентекенччĕ, анне тухтăрччĕ. Апла пулин те çурлапа тырă вырма çемьене колхозниксен пĕр тÿпин çурри чухлĕ уйăрнă. Яваплă çак ĕçе хăйсен ачисене те явăçтарнă.

Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 2014 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пулăшу ыйтса 167 çын пынă, пĕлтĕрхи çав вăхăтра - 199. Вĕсенчен 59-шĕ е 35,3 процент ĕçсĕрлĕх статусне официаллă йĕркепе илнĕ. Учета тăратнă граждансен хушшинче 57 хĕрарăм /34,1 процент/, 16-29 çулсенчи 63 çамрăк /37,7/, 14-18 çулсенчи 75 ача /44,9/, пенсие тухмалли ÿсĕмччен 2 çул юлнă 5 çын /3/, ĕçлеме пултараслăх кăтартăвĕ пур 6 инвалид /3,6/, пĕлÿ заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăнман 6 специалист /3,6/.

Ĕçлесен, кахалланмасан фермерсем Вăрмарсене тăрантармалла. Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Николай Михайлович Михайлов палăртрĕ çак шухăша. Иртнĕ çулта районта сухаламалли пĕтĕм çĕр лаптăкĕн 60 процентне (13 300 гектар) "ĕçлеттернĕ". Ку вăл виçĕм çулхинчен çичĕ процент нумайрах.

"Ĕне тытакансем халь пайта кураççĕ. Тул çутăлсанах яла сĕт пуçтаракан машина килсе чарăнать. Ял çыннишĕн питĕ меллĕ. Анчах хак вылявне ăнланма йывăр. Хĕл варринче 23 тенкĕпе (хăш-пĕр ялсенче) пуçтарнине илтрĕмĕр, унтан 18 тенке çити чакрĕ. Пирĕн тăрăхра темшĕн йÿнĕрех пек туйăнать. Çак тытăмра йĕрки çукрах пулас".

Р. Иванова. Тăвай районĕ.

Pages

Subscribe to Ял хуçалăхĕ