Ял хуçалăхĕ

1 Утă, 2014

Хатĕр тăрсан шар курмăпăр

Çу уйăхĕ типĕ те шăрăх тăчĕ пулин те малтанхи вăхăтра 6 район çеç 330 гектар çинчи лаптăксене шăварчĕ. Сăлтавĕ паллă: çанталăк çапла пуласса кĕтмен, мелиорацие хатĕрленмен. Нÿрĕкпе пахча çимĕç валли усă курчĕç. Çав вăхăтра улăх-çаран, нумай çул ÿсекен курăксем типпе лекрĕç. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсем вĕсене минерал удобренипе те вăхăтра апатлантараймарĕç. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне те ăна курăксем çине /ЧР Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ сводка тăрăх/ 9% çеç сапнăччĕ. 6 район вара çак ĕçе вуçех хутшăнмарĕ.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

1 Утă, 2014

Çамрăк инспекторсен слечĕ

Мускавра çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен Пĕтĕм Раççейри «Хăрушсăрлăх кустăрми - 2014» конкурсĕ вĕçленнĕ. Унта тĕрлĕ регионтан 83 команда пухăннă.

Ăмăртусем «Олимп ялĕ - 80» спорт керменĕнче тата АПК ĕçченĕсен профсоюзĕн методика центрĕнче иртнĕ. Чăваш Ен чысне Вăрнар районĕнчи Аçăм-Çырми шкулĕн вĕренекенĕсем /ертÿçи - аслă категориллĕ учитель Владимир Петров/ хÿтĕленĕ.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

1 Утă, 2014

Ентешсем медальсемпе таврăннă

Чăваш Ен спорт ориентировкин хастарĕсем федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă.

Ăмăрту Чул хула облаçĕнчи «Кĕрен парăс» сиплев лагерĕнче иртнĕ. Виçĕ кунра 12-65 çулсенчи спортсменсем спринт, кросс енĕпе тата эстафетăра мала тухассишĕн тупăшнă. Чемпионатра пирĕн ентешсенчен уйрăмах ветерансене ăннă.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

1 Утă, 2014

Килти хуçалăхшăн - пысăк пулăшу

Валентина Белкова ветврач бройлер чăх чăпар е шурă чăхран мĕнпе уйрăлса тăни, ĕне маститпа ан чирлетĕр тесен мĕн тăвасси, амаран уйăрнă çăвăрсене еплерех çитĕнтересси çинчен нумай каласа пама пултарать.

1 Утă, 2014

Колхоз хастарĕсем

Çак ÿкерчĕке 1964 çулта тырă пуçтарнă чух тунă. Сулахайри - Андрей Геращенко, 1922 çулта Брянск облаçĕнче çуралнăскер. Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Фронтра Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ялĕн хĕрĕпе Иринăпа паллашнă.

Pages