Ял хуçалăхĕ

15 Утă, 2014

«Геологăн 100 професси»

Вăл 46 çул республика тулашĕнче пурăнать пулин те Чăваш Ене юратма пăрахман, тăван чĕлхене манман. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çут тĕнчене килнĕ Виталий Макаров пирки. 75-ри Виталий Гаврилович пĕр-ик çул каялла кăна ĕçлеме пăрахнă.

15 Утă, 2014

Çула юсанă

«Дорстрой» общество Комсомольски ялĕнчи Комсомольски урамĕнчен пуçланса Луцки ялне çитекен çула юсаса пĕтернĕ. Вăл Калинино-Патăрьел-Елчĕк-Хырай Ĕнел-Чăваш Республикин чикки автоçула сыпăнтарать. 5,161 çухрăма тăсăлать.

14 Утă, 2014

Илем тĕнчи илĕртнĕрен...

Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашра маттур та пултаруллă, ĕçчен те хастар, тăван тăрăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшакан этем сахал мар. Шăпах çавăн пек çынсене хавхалантарас тĕллевпе ял тăрăхĕ конкурс ирттерет.

12 Утă, 2014

Аякри Петровкăра

Кĕçĕн Таяпаран 4 çухрăмра вырнаçнă Петровкăра, пурĕ 11 хуçалăх, вĕсенчен 8-че çеç пурăнаççĕ паян. Хĕл каçма яла пиллĕкĕн çеç тăрса юлаççĕ, ыттисем ывăл-хĕрĕ патне хулана куçса каяççĕ. Малтан 25 кил пулнă ялта халĕ 80-90 çулсенчи ватă çынсем кăна. 90-мĕш çулсенчи çĕнетÿ тапхăрĕнче пушанса юлнă ку тăрăх...

12 Утă, 2014

Ачасем çитĕнни те сисĕнмест

Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнчи Алексеевсем ĕç алă çумне çыпăçманнине никамран лайăх пĕлеççĕ. Миллионер «Гвардеец» хуçалăх салансан та çухалса кайман вĕсем. 10 гектар çĕр лаптăкĕнче ĕçлеме техника туяннă. Çакăнта тыр-пул, çĕр улми çитĕнтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатнă.

Pages