Ял хуçалăхĕ

24 Утă, 2014

Йăмра...

Ӳсетчĕ вăл ял тавра
Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,
Çÿренĕ çак йăмра тавра.
Ун айĕнче пайтах вылянă,
Юратнă унăн сулхăнне.
 
Ват йăмрана ытамласа
Пăшăлтатса унпа калаçнă.
Çумăр çусан та ун айне
Йĕпенесрен тарса пытаннă.
24 Утă, 2014

Манăçа тухнă çил арманĕ

Ку сăн ÿкерчĕке иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Туçи çывăхĕнче тунăччĕ. Шел, хирте тăлăххăн ларакан çил арманĕн хуçи камне пĕлме май килмерĕ ун чухне. Хăй вăхăтĕнче вăл ку тăрăхри халăха тăрантарса тăни иккĕлентермест паллах. Космос ĕмĕрне кĕричченхи хăйне евĕрлĕ палăк паянччен сыхланса юлнă-ши - пĕлместĕп.

23 Утă, 2014

Куславккари "симĕс" чарăну

Куславккапа паллашас шухăшлă туристсен шучĕ çулленех ÿссе пырать. Культура çулталăкĕнче хăнасен йышĕ тата та пысăкрах пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта пурăнакансем. Ку енĕпе тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Сăмахран, "Алексей Толстой" теплоходри туристсем валли "симĕс" чарăну туса панă.

23 Утă, 2014

Чакмастпăр

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче чи пысăк хуçалăх шутланнă, вун тăватă ял çынни вăй хунă кунта. Ялĕсем ватăлса пыраççĕ, çапах çĕр чăмăрĕ çинчен çухалман-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ вара чăнкă çырма умне çитсе тухнă. Утăм тусанах тарăн вара йăтăнса анма пултарнă.

23 Утă, 2014

Мучар, сассуна çĕтме ан пар!

Мĕн тери типтерлĕ, таса, лăпкă Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕ. Çурчĕсем шукăль, айлăк-тайлăккисене асăрхамарăм. Ялпа юнашар асфальт çул иртет. Кил-çуртра çут çанталăк газĕ çунать. Шывĕ те пÿртрех. Çакăн хыççăн хама пĕчĕк те пĕтсе пыракан яла çул кăтартса яракансене ĕненес килмерĕ, анчах вĕсен сăмахĕ тÿрре тухрĕ.

Pages