Ял хуçалăхĕ

16 Çурла, 2014

Вĕсен тÿпи пысăк

Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмарти Юлия Николаевнăпа Михаил Клементьевич Клементьевсене аслăрах çулти çынсем лайăх ас тăваççĕ. Ятлă-сумлă çынсем пулнă вĕсем ял-йышра. Çемье пуçлăхĕ икĕ вăрçа хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Чылай чухне вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Тан мар пĕр çапăçура вăл вăйлах аманать.

16 Çурла, 2014

Вăрманта пурте пултăр

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР Чĕр чун тĕнчин объекчĕсене, вăл пурăнакан вырăна сыхлас, тĕрĕслес, чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх службин Вăрнар районĕнчи инспекторĕ Юрий Григорьев хуравлать.

- Вăрнар агротехникумĕн преподавателĕ Николай Васильев пĕлтĕр хăнтăрсен пĕр çемйи 2011 çулта Кайри Тукай ялĕн çывăхĕнче, Сунар юхан шывĕ çинче, йăва çавăрнине «Хыпарта» хавхаланса çырса кăтартрĕ. Шел те, иртнĕ çуркунне Çĕрпел ял тăрăхĕнчен урăх вырăна куçнине пĕлтерчĕ. Халĕ урăх çĕрте-ши е ашĕ тахçанах браконьер хуранне лекнĕ-ши?

15 Çурла, 2014

Кам вăл - паянхи фермер?

Пысăк çĕр-шыв саланса кайнă хыççăн Раççейре ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесси, çĕре харпăрлăха куçарасси вăй илнĕччĕ. Демократи ирĕклĕхĕпе хавхаланса фермер, тĕпрен илсен - çемье хуçалăхĕсем аталанма пуçланă вăхăта манса кайман-ха эпир.

15 Çурла, 2014

Витри-витрипе сĕт йăтаççĕ, укçине сахал илеççĕ...

«Ĕне - çур пурнăç», - тенĕ ваттисем. Çак выльăх паракан сĕтпех кун кунлама пулать-çке. Унран уйран та, çу та, тăпăрчă та... хатĕрлетпĕр! Веçех хамăрăн, ялти. Вăл пахарах та, чылай тутлăрах та. Хуçалăхра ĕне тытакансенчен чылайăшĕ укçа тăвас тĕллевпе сĕте сутать. Хăшĕ - уйрăм çынсене, хăшĕ - райпо лавккине.

15 Çурла, 2014

Вăхăтра сиплемелле

Нумай çынран «кăçал хăяр çулĕ мар» тенине илтрĕм. Хăярăн пасарти хакĕ те утă уйăхĕн вĕçнелле çеç кăштах йÿнелсе илчĕ те каллех хăпарчĕ. Мĕне пула кăçал ăнсах пулаймарĕ-ха çак çимĕç. Пĕрремĕш инкек - кăмпаска /мучнистая роса/ чирĕ пирĕн тăрăхра хăвăрт сарăлни.

Pages