Пулса иртни

12 Утă, 2014

«Тухса кайиччен кил хапхине сăрласа хăвартăм»

Украинăри хурлăхлă пулăмсем хыççăн Чăваш Ене хÿтлĕх шыраса килнĕ çемьепе паллашма тÿр килчĕ. Çĕртмен 26-мĕшĕнче Михаил Вазянов ывăлĕн çемйипе тата хĕрĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмене килнĕ.

11 Утă, 2014

Вĕсемшĕн тус тăванран та çывăх

Украинăри лару-тăру пирки массăллă информаци хатĕрĕсем кунĕн-çĕрĕн пĕлтереççĕ. Унти ĕç-пуç пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн чун ыратăвĕ пулса тăчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те кÿршĕллĕ патшалăхран килекен хыпарсене хурланса йышăнаççĕ, инкеке лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ.

9 Утă, 2014

Чăваш Ен Украина çыннисене пулăшать

Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, пирĕн республикăра та Украинăран тарса килекен çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсем пурăнакан яланхи вырăна пăрахса хăварса таракансене ытларах чикĕ çывăхĕнчи облаçсенче йышăнаççĕ. Чăваш Республикине вара тĕпрен илсен кунта тăванĕсемпе пĕлĕшсем пуррисем килеççĕ.

8 Утă, 2014

Тÿлемеллине тÿлесшĕн мар

Ачаллă граждансене тÿлекен пособисен, вĕренекен çамрăксене паракан стипендисен виçи темле пысăк тееймĕн, анчах нумайăшĕшĕн çак укçа та - лайăх тĕрев. Апла тăк ăна вăхăтра тата туллин тÿлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел, хăш-пĕр çĕрте тÿлесшĕн мар - çакна республика прокуратури ирттернĕ тĕрĕслевсем çирĕплетеççĕ.

1 Утă, 2014

13 çуллăха хупнă

Республикăн Аслă сучĕ Канаш хулин 19 çулти йĕкĕтне УК 105 статйипе айăпласа 13 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çамрăк çын питех те тискер преступлени тунă.

Ку кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче каçхине Канаш хулинчи Элеватор поселокĕнче пулнă. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - каччă 37 çулти хĕрарăмăн хваттерне пынă. Йĕркесĕр пурăнатăн, иртнĕ каç вара çĕрĕпе манăн аннепе эрех ĕçнĕ тесе кил хуçипе - тытамак тытнипе аптăракан иккĕмĕш ушкăн инваличĕпе - хирĕçсе кайнă.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

Pages