Пулса иртни

4 Юпа, 2014

Наркăмăшланнисем - вун-вун çын

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти сиплев учрежденийĕсенчен наркăмăшланнине кура 61 çын пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 15-шне госпитализацилеме тивнĕ.

3 Юпа, 2014

Уголовлă шырав ĕçченĕ канлĕх мĕнне пĕлмест

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче уголовлă шырав ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çавна май çак тытăмра вăй хуракансем журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Ведомство ĕçченĕсем МИХсем урлă халăха тимлĕрех пулма ыйтасшăн. Тĕрĕссипе, çакна вĕсем кашнинчех тăваççĕ-ха, анчах усси сахалрах.

2 Юпа, 2014

Полици пайĕсенче - çĕнĕ пуçлăхсем

РФ Шалти ĕçсен министерствин Етĕрне тата Комсомольски районĕсенчи пайĕсен пуçлăхĕсем улшăннă.

Етĕрнере йĕркелĕх хуралĕн тилхепине Станислав Андреев тытнă. Вăл шалти ĕçсен органĕсенчи службăра 1993 çултанпа, пуçлăх должноçне уйăрса лартиччен ЧР ШĔМĕн коррупци сĕмĕллĕ преступленисемпе кĕрешекен пайĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе ĕçлекен оперуполномоченнăйĕ пулнă.

Pages