Пулса иртни

24 Юпа, 2014

Йывăç-курăка та, этеме те шар кăтартрĕ синкер

Хĕл ларчĕ. Кĕтмен çĕртен. Йывăçсем çулçă тăкса та ĕлкĕрейменччĕ... Акă вĕсем халĕ пăрланнă, çил вĕрнипе турачĕсем кантăк евĕр чăнкăр-чăнкăр сасă параççĕ, чуна çÿçентереççĕ. Пăхма илемлĕ пек те, анчах çут çанталăк синкерĕ йывăç-курăка хытах нушалантарни хурлантарать.

23 Юпа, 2014

Тивĕçе кашнин вăхăтра пурнăçламалла

Чрезвычайлă лару-тăрура - уйрăмах.    Çут çанталăк синкерне пула республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе оперативлă штаб ларăвĕ кашни кунах иртет.

22 Юпа, 2014

«Çынсене инкекре пăрахмастпăр»

221 ял-поселока электричествăпа тивĕçтернĕ

"Çут çанталăк условийĕсене пула тухнă синкер сиенне пĕтерме хутшăнакан пĕтĕм çынна чĕререн тав тăватăп. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене таса чунпа тата талăкĕпех пурнăçлаççĕ, специалистсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене май килнĕ таран пулăшасси," - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва уçнă май. Унта влаç органĕсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

22 Юпа, 2014

Муркашсем йывăрлăха парăнмаççĕ

Чи кирли - халăх инкеке ăнланса йышăнни, ăна пĕтерме тăрăшни.          Çут çанталăкăн синкерĕ республикăри 12 муниципалитет йĕркеленĕвĕн территорийĕнче пулнă, анчах ытларах сиен кураканни Муркаш районĕ тесен те йăнăш мар ахăртне.

22 Юпа, 2014

Лару-тăру йĕркеленсе пырать

Пирĕн корреспондентсем ĕнер министерствăсемпе, ведомствăсемпе çыхăнса республика çут çанталăк инкекĕн сиенлĕ кăтартăвĕсемпе мĕнлерех кĕрешнин пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкне сăнларĕç.

 

ВĔРЕНТŸ ТЫТĂМĔНЧЕ

Pages