Пулса иртни

29 Юпа, 2014

Вут-çулăм витĕр

Григорий Петрович Павлов 1922 çулта Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1940 çулта çар ретне тăнă. Малтанах Инçет Хĕвел Тухăçĕнче хĕсметре пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан шăпа ăна Ленинград фронтне илсе çитернĕ. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ чăваш каччи. Вăрçă хыççăн вăл аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Тăманлă Выçли ялĕнче музей та йĕркеленĕ. Сумлă ĕçне кура ăна ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш хисепленĕ. Мăшăрĕпе 6 ача çуратса ÿстернĕ, ура çине тăратнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.

28 Юпа, 2014

Тарса килнисем тав тунă

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç облаçĕсенчен тарса килнĕ Василенкăсен, Весельскисен, Куповсен тата Семакинсен çемйисенчен çыру килнĕ. Вĕсем республика ертÿçисене тата Чăваш Енре пурăнакансене хăйсемшĕн çăмăл мар тапхăрта пулăшнăшăн, ăнланнăшăн тав тăваççĕ.

28 Юпа, 2014

Пирĕн пĕр-пĕринпе пайламалли çук

Чăваш Ен экстремизмшăн хупă-и? Унта сирпĕтеççĕ, лере вĕлереççĕ, кунта хĕсĕрлеççĕ - тĕнче кисренет кăна. Раççей те, шел, терроризм, экстремизм, национализм пирки илтнĕ тăрăх çеç пĕлмест - киревсĕр çак пулăмсен усал витĕмне-сиенне тÿсет. Телее, ку енĕпе илсен Чăваш Енре лăпкă пек.

28 Юпа, 2014

«Приговор хаяр, анчах тĕрĕс»

Çапла хакларĕ Шупашкар районĕн прокурорĕн çумĕ Анатолий Иванов судăн тĕп хулан 28 çулти çамрăкĕ тĕлĕшпе палăртнă приговорне. Сăмах - Шупашкар районĕнче «Шупашкар-Сурски» çул çинче кăçалхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă инкек пирки.

Pages