Пулса иртни

22 Чÿк, 2014

Ирĕке усалланса ан таврăнччăр

Тĕрмене лекни «пĕтнĕ çын» тенине ан пĕлтертĕр.  Вĕсем хăйсен ят-хушаматне хаçатра асăнассине хирĕç, телекурав операторĕ видеокамерăна хăйсен еннелле тĕллесен те пуçĕсене пĕкеççĕ - экран çине лекесшĕн мар. Ăнланмалла ĕнтĕ, тăванĕсем тĕрме-колонире вĕт - мухтанмалли-мăнаçланмалли сăлтав мар.

22 Чÿк, 2014

Асăрханăр: пăр çÿхе!

Икĕ кăртăш пулăшăн хăрушлăха ан лекĕр.    Çанталăк сивĕтме пуçласан юханшывсемпе кÿлĕсенче пăр ларать. Анчах ун çине вăл çирĕпленсе çитиччен кĕме васкамалла мар, унсăрăн инкек курасси те часах.

21 Чÿк, 2014

Вăтанман юмăç пулнă

Виç хĕрарăм пĕр пасар тенĕ. Коридор вĕçне пухăннă хĕрарăмсем хĕрсех тем пакăлтатнине кура вĕсем патне пытăм. Ак хайхи, тахçан, вунтăватă- вунпилĕк çул каялла, редакцире пĕрле ĕçленĕ хĕрарăм тăра парать. Пач та улшăнман: ыраш улăм пек саратнă çÿçне кăкăрĕ умне янă, тутине хĕп-хĕрлĕ писевпе сăрланă. Сăн-пичĕ çуталса-ялкăшса тăрать. Хулпуççи çине уртса янă кĕрен тĕслĕ сарлака пурçăн шарфĕ тата мĕнлерех хÿхĕм.

- Ай-уй, хăçантанпа курман сана, - ыттисенчен хăпса ман ума пырса тăчĕ хайхи. – Пĕлетĕн-и эпĕ халĕ камне?

Хулпуççине сиктернине кура малалла такăртаттарма тытăнчĕ.

20 Чÿк, 2014

ЛЭП айĕнчи «хăрушă вăйăсем»

Электролинисен çывăхĕнче асăрхануллă пулмалла

Хуласемпе пысăк ялсенчи, вĕсен таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсем хакланни, çурт-йĕр çĕклесси аталанни куç кĕрет те - паян нумайăшĕ ирĕклĕ тăваткал метрсене йышăнма тăрăшать. Пĕр енчен ку аван-ха, анчах çĕнĕ лаптăксем шыранă май хăшĕсем хăрушсăрлăх пирки манаççĕ. Строительство валли йышăнса ĕлкĕреймен çĕрсене «паллă тума» ăнтăлнă май вĕсем электропередача линийĕсен айĕнчи территорисене те куç хываççĕ.

15 Чÿк, 2014

Взяткăпа инçе каяймăн

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра коррупципе çыхăннă 377 преступление регистрациленĕ. Следстви ирттернĕ май çав ретри преступленисене тунă 125 çынна тупса палăртнă. Вĕсенчен 14-шĕ саккуна ушкăнпа каварлашса пăснă.

Взяткăпа çыхăннă преступленисем - 134: 105 тĕслĕх - взятка илни, 29 - взятка пани. Уголовлă кодексăн 290 статйипе пăхнă преступленисенчен ытларахăшне вĕрентÿ сферинче тăрă шыв çине кăларнă - 66 çын явап тытать. Право хуралĕпе çыхăннă ĕç-хĕлре - 23, медицина сферинче - 5 çын.

Pages