Пулса иртни

4 Раштав, 2014

Сиен - вуншар пин тенкĕлĕх

Вăрмар районĕн сучĕ Тăвай лесничествин лесничийĕ Юрий Емельянов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухрĕ. Ăна Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăпларĕ - служба вырăнĕпе усă курса саккуна пăсса йывăç каснăшăн тата службăри ултавшăн.

4 Раштав, 2014

Коррупцие хирĕç

Прокурорсен тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх кăçалхи 9 уйăхра республикăра патшалăх тата муниципалитет служби, коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснипе çыхăннă 2426 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă.

799 представлени çырнă, вĕсене тишкерсе должноçри 565 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Саккунсăр 471 право актне протестленĕ, 61 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 18 тĕрĕслев материалне следстви органĕсене панă май вĕсем тăрăх 17 уголовлă ĕç пуçарнă.

4 Раштав, 2014

Пăшалпа шÿтлемеççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа тĕп хулара пурăнакан икçĕр ытла çынна хĕç-пăшал упрамалли йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă. Çак тата ытти цифрăпа РФ ШĔМ Шупашкар хулинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Иванов подполковник тата Олег Васькин капитан паллаштарчĕç.

3 Раштав, 2014

Пăшалпа шÿтлемеççĕ

Çулталăк пуçланнăранпа тĕп хулара пурăнакан ик çĕр ытла çынна хĕç-пăшал упрамалли йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă. Çак тата ытти цифрăпа РФ ШĔМ Шупашкар хулинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Иванов подполковник тата Олег Васькин капитан паллаштарчĕç.

2 Раштав, 2014

Суд умне 13-ĕн тăрĕç

Айăпланакансен 700 пин тенкĕ ытла укçине арестленĕ

Наркотиксемшĕн суд тенкелĕ çине харăсах çакăн пек пысăк ушкăн ларни республикăра халĕччен пулманччĕ-тĕр. Çак уголовлă ĕçпе 13 çын явап тытать.

Pages