Потребителе

15 Кăрлач, 2015

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 1 /798/ №, 15.01.2015

Çĕнĕ ăратлă чăхсем Кохинхин, Брама, Орпингтон. Пĕлĕшĕм илемлĕ пысăк чăхсем ĕрчетме пуçларĕ - Брама. «Тата ун евĕрлĕ урăх ăратсем те пур, ашĕ те, çăмарти те аван», - тет. Тĕплĕнрех çырса кăтартаймăр-ши вĕсем çинчен.  С.ТРОФИМОВА. Шăмăршă.

Кивĕ турaшпа мĕн тумалла? Иконăсем питĕ нумай юлчĕç. Мĕн тумалла çав турăшсемпе?

Кăшарни - Крещени. Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртаççĕ.

Банан хуппи усăллă. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.

15 Кăрлач, 2015

Банан хуппи усăллă

Банана тасатса хуппине çÿпĕ витрине вăркăнтарнă чухне хамăр йăнăшнине чухламастпăр та. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.

Банан хуппи тĕксĕмленнĕ кĕмĕл савăт-сапана тасатма лайăх. Ăна блендерпа вĕтетмелле, шăл пасти пек пуличчен шыв хушмалла. Çак хутăша çемçе пусмапа илмелле те кĕмĕл япаласене сăтăрмалла. Тĕксĕм тĕс тасалсан банан юлашкине çуса ярăр та çемçе татăкпа шăлса типĕтĕр.

Çутçанталăк кÿнĕ çусен пахалăхне кура банан хуппи тир-сăран атă-пушмака тасатма юрăхлă. Банан хуппин шал енĕпе пушмака сăтăрăр, унтан типĕ пусма таткипе якатăр.

26 Раштав, 2014

Уяв кĕреки

Çĕнĕ çул хапха умне çитсе тăчĕ. Пирĕн çĕршывра пĕтĕм халăх анлăн та сулмаклăн паллă тăвакан уяв вăл - Çĕнĕ çул. Ачасем çеç мар, аслисем те çак кунран темĕнле асамлăх кĕтеççĕ, кил-çурта илемлетеççĕ, уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ.

Чăнах та, Çĕнĕ çул уявĕ çулталăкри мĕнпур уявран хăйĕн капăрлăхĕпе, асамлăхĕпе уйрăлса тăрать. Кăмăл-туйăмне çĕклекен илемлĕ чăрăшсăр, йăлтăр-ялтăр гирляндăсăр çĕнĕ çула кĕрекен кил-çурт та сайра пулĕ.

25 Раштав, 2014

МУНЧА Е САУНА УСĂЛЛĂРАХ?

Физиотерапевтсен шухăшĕпе кунта пĕр тĕрлĕ çирĕплетсе калама май çук. Иккĕшĕн те ырă енĕсем тата япăх витĕмĕсем пур.

Сывлăш температури 40-70 градуса, пăс шайĕ 60-100 процента çитекен мунчара нÿрĕ сывлăш кирлĕ ăшăпа типĕ сывлăшринчен чылай вăйлăрах тивĕçтерет.

Шăпах çакăнта ĕнтĕ мышцăсем, шăмăсем, сыпăсем туллин ăшăнаççĕ, ку радикулит вĕрĕлесрен хÿтĕлет.

Çавăн пекех мунча шăк хăвалас, ват шĕвекĕ тухассине лайăхлатас, манкана çемçетес енĕпе те «ĕçлет».

Pages