Потребителе

16 Утă, 2015

Усăллă канашсем

  • Пахчари кăтка пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Ăна кăткă йăви патне сапмалла. Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет: 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, 2 сехет тытмалла, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.
  • Помидора чир-чĕртен упрама вĕлтĕрен шывĕпе шăвармалла.
  • Купăста лĕпĕшĕ армутирен хăрать. Çавна май ăна пахчаçимĕç çине хумалла.
  • Пÿлĕмри чечеке ÿсме çумăр шывĕ пулăшать.
15 Утă, 2015

АРПУСПА ПЫЛ

Астмăран сипленме арпуспа пыл пулăшаççĕ. 3-5 килограмм таякан лайăх пиçнĕ арпуса çакки патĕнчен хупăлча пек касмалла, шалтине пĕрре-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ кăларса илмелле. Шала пыл тултармалла, касса илнĕ хуппипе витмелле. Арпуса хулăн пир пусмапа чĕркесе тăпра ăшне 50 сантиметр тарăнăшне чавса чикмелле.

Пилĕк кунран кăлармалла, пыллă арпус ăшне пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Çак сĕткене ирсерен - çур стакан, каçсерен 1-ер стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ валли 5 арпус кирлĕ.

15 Утă, 2015

КĔТМЕЛРЕ КАРОТИН НУМАЙ

Кĕтмел /брусника/ çырлинче усăллă япаласем нумай, каротин виçипе вăл шур çырлинчен, лимонран, грушăран, панулмирен, иçĕмрен, хура çырларан чылай ирттерет.

9 Утă, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /июлĕ 8-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми /кивви/ 20-25
Çĕрулми /çĕнни/ 40-45
Купăста 20-25
Сухан 40
Кишĕр 65-70
Ыхра 170-200
Хăяр 25-40
Кабачок 25
Хĕрлĕ кăшман 60-65
Помидор 30-80
Пылак пăрăç 80-100
Тăварланă хăяр 120-150
Йÿçĕтнĕ купăста 120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 50-120
Иçĕм çырли 120-200
Апельсин 70-120
Лимон 120-150

Pages