Потребителе

1 Авăн, 2015

Чăвашпотребсоюз - пĕрремĕш!

Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Канашĕн президиумĕ регионсен потребитель обществисен союзĕсен хушшинче кăçалхи II кварталта йĕркеленĕ пĕтĕм Раççейри «Отрасльсен ĕç-хĕлне тухăçлă аталантарассишĕн» ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ. Ĕнер Мускавран лайăх хыпар пĕлтерчĕç: Чăвашпотребсоюз хăйĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлне аталантарас енĕпе çĕршыври потребительсен кооперацийĕнче тата федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

В.НИКОЛАЕВ.

27 Çурла, 2015

Вăрмана - кăмпана

Ăста кăмпаçăсем çуркуннерен пуçласа мĕн хĕллечченех кăмпана çÿреççĕ. Çуркуннехи кăмпасем - ака кăмпи, кăтра кăмпа. Çуллахи вăхăтра - сыроежка, çуллă кăмпа, хурăн кăмпи. Тунката кăмпипе сар кăмпа, кăрăç вара кĕр еннелле савăнтараççĕ. Лайăх кăмпаçă ăçта, хăçан тата кăмпана мĕнлерех пуçтармаллине аван пĕлет-тĕк, пуçласа çÿрекенĕн нумай вăрттăнлăха уçма тивет. Мĕншĕн кăмпа чылайăшне килĕшет-ха? Кăмпана çÿресси çутçанталăк ытамĕнче уçă сывлăшпа киленесси çеç мар. Чи малтанах кăмпаçă тутлă, усăллă çимĕç пуçтарса çемьене апат-çимĕçпе тивĕçтерет, укçа-тенке перекетлет.

27 Çурла, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /августăн 26-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧАÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 15-18
Купăста 15
Сухан 25-30
Кишĕр 25-30
Ыхра 120-150
Хăяр 25-40
Кабачок 15-20
Хĕрлĕ кăшман 30
Помидор 25-50
Пылак пăрăç 30-70
Тăварланă хăяр 100
Йÿçĕтнĕ купăста 100
Баклажан 30-40
Сар кăмпа /лисички/ 150
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 25-70
Иçĕм çырли 50-120
Апельсин 85-100
26 Çурла, 2015

ОРГАНИЗМ СИСТЕРЕТ...

Пирĕн организма лекекен çимĕçсенчи хăш-пĕр микроэлементсем пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ. Н. Корнякова валеолог тухтăр палăртнă тăрăх, анализ организмара цинк сахаллине кăтартать пулсан - кадми нумай. Кальци ытлашшипех - фосфор çитмест.

Çав вăхăтрах этем организмĕ питĕ ăслă, хăйĕн "хуçалăхĕнче" хăех йĕрке тума пултарать. Вăл мĕн те пулин /сухан, селедка, какай.../ çиес килнине палăртса сигнал ярать. Шăпах апат ĕнтĕ тĕп эмел пулса тăрать.

Pages