Потребителе

10 Авăн, 2015

Сысна çури суйлар-и?

Сысна çурине пасарта туяннă чухне мĕн пăхмалла? Çурасене çĕпрепе ÿстереççĕ теççĕ те, иккĕленетĕп.

Алина КРАСНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

1. Сысна çурин пуçĕ, янахĕ тĕрĕс вырнаçнă-и? Асав шăлĕсене катнă-и? Çăварăн асав шăлĕсене 2-3 кунра чухнех катмалла. Асав шăлсем хăмăр тĕслĕ, шăл ретĕнчен кăнтарса тăраççĕ. Вĕсем пурри çурана пăхассине йывăрлатать.

2. Сысна çурин çурăмĕ авăнчăк пулмалла мар.

9 Авăн, 2015

ПАХАЛĂХНЕ УПРАСА ХĂВАРАСЧĔ

Çулла эпир организма витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесе чĕрĕ улма-çырла, пахчаçимĕç ытларах çиме тăрăшатпăр. Анчах, шел те, организм усăллă япаласене нумай вăхăтлăх пухаймасть çав. Çавăнпа ăна кирлĕ витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырла, пахча çимĕç хатĕрлемелле.

Вĕсен усăллă енĕсене мĕнле упраса хăварма пулать-ха? Консерваци мелĕпе усă курса. Çак шутра - маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.

4 Авăн, 2015

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă.

2 Авăн, 2015

ÇУ УСĂЛЛĂ Е СИЕНЛĔ?

Диетологсенчен хăшĕ-пĕри апатра çупа пачах усă курмалла мар тесе çирĕплетет. Теприсем вара организма тутлăхлă япаласен виçĕ ушкăнĕ те - белоксем, углеводсем, çусем - кирлĕ тесе палăртаççĕ. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши? Д. Бровко диетолог асăрхаттарăвĕсемпе паллаштаратпăр.

Вĕсем кирлĕ!

Начарланас тĕллевпе рационран çусене кăларакансем йăнăш тăваççĕ. Çакна пула иммунитет хавшать тата гормонсен шайĕ пăсăлать.

Pages