Вĕрентÿ

22 Ака, 2014

Учительсен шалăвне шайлашуллă ÿстереççĕ

«Шкул умĕнхи, шкулти тата хушма вĕренÿ тытăмĕнчи ĕç укçи çинчен тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе пухăнтăмăр çакăнта, - терĕ Светлана Владимировна тĕл пулăва уçнă май. - Унта тăрăшакансен, уйрăмах шкулти учительсен шалăвне чакарнă текен сас-хура сарăлчĕ. Анчах çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.

22 Ака, 2014

Строительсем хĕрÿ ĕçре

Вăрмар поселокĕнче 145 вырăнлăх ача сачĕ çĕкленет. Хальхи тапхăрта çурт тăррине витеççĕ, шалти стенасене штукатурка тăваççĕ, элктричество çути кĕртессипе, сантехника хатĕрĕсем вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Строительствăра 38 çын вăй хурать, техника та пулăшать. Паянхи кун т.лне 30 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă.

Аса илтерер, ача садне иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче тума пуçланă.

 

21 Ака, 2014

Халĕ Интернет та чăвашла калаçать

РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта ачасене чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕлÿ паракан Татьяна Петрова конкурс-фестивальсенче çулленех пултарулăхпа палăрать.

19 Ака, 2014

Ашшĕ-амăшĕ черет тăрать...

Çуллахи каникулта чылайăшĕ ачи-пăчине лагере ăсатма тăрăшать. Çемьесене патшалăх çулсеренех çăмăллăхлă путевкăпа тивĕçтерет. Кăçал çак тĕллевпе бюджетран 578,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Путевка хакĕ 11748 тенкĕ, çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ унăн 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ачан канма май пулĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

19 Ака, 2014

Выля-выля... вĕренеççĕ

Элĕк районĕнчи Тавăтри «Пучах» ача сачĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Унăн ĕçне 28 çул Маргарита Алексеева йĕркелесе пырать. Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ кунта. Педагогсем шăпăрлансен тавра курăмне вăйă урлă анлăлатаççĕ.

Pages