Вĕрентÿ

24 Утă, 2014

Валерий Комиссаров: «Вĕренÿ кĕнекисем ырă туйăм парнелеççĕ»

Педагогсен шухăшĕпе - вĕренÿ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренÿ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлÿ ытларах илме май параççĕ.

19 Утă, 2014

Чĕр чун музейне упраса хăварар

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕн вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунĕпе вĕçен кайăк-кĕшĕкĕн музейне Шупашкарта çеç мар, район-хулара та лайăх пĕлеççĕ.

15 Утă, 2014

Мониторингпа çыхăннă сас-хура тавра

Массăллă информаци хатĕрĕсем çак саманта асăрхасах каймарĕç, анчах халĕ шăпах çамрăксем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли тапхăр пулнине шута илсен - сÿтсе явмалли тема. Министрсен Кабинечĕн иртнĕ эрнери ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерсе пĕтернĕ хыççăн ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хускатрĕ.

Вĕрентÿ сферинчи управлени тухăçлăхĕ тĕлĕшпе тĕрлĕ сас-хура çÿрет, мониторинг ирттернĕ - кăтартусем еплерех? Çак ыйтăва Михаил Васильевич республикăн вĕренÿ министрне Владимир Иванова пачĕ.

11 Утă, 2014

Андрей Александров: "Университет - пĕлÿ, пултарулăх, ăслăлăх уççи"

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ - Чăваш Республикин вĕренÿ, ăслăлăх, культура тĕп центрĕ. Вăл уçăлнăранпа - 47 çул, çак тапхăрта кунта 98688 специалиста вĕрентсе кăларнă, çав йышран 62577-шне - куçăн майпа.

11 Утă, 2014

“Конкуренци пысăк - çĕнтерме йывăр”

Самар облаçĕнчи Мастрюково кÿллисен хĕрринче иртнĕ «iВолга» форум икĕ эрне каялла вĕçленчĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерствине «iВолгăра» пулнă çамрăксем пĕтĕмлетÿллĕ калаçăва пухăнчĕç. Вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов çамрăксенчен форумра мĕн курни-илтни пирки ыйтса пĕлчĕ.

Pages