Вĕрентÿ

8 Çурла, 2014

“Командир пулма ĕмĕтленмен салтак - япăх салтак”

Мĕн пытармалли: аслă пĕлÿ паракан учрежденирен вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ яла кайма васкамасть. Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Валентина Максимова пĕлтернĕ тăрăх - 35 çула çитмен вĕрентекен районĕпе те 12-ĕн кăна. Вĕсенчен иккĕшĕ çеç 30 çул тултарман.

7 Çурла, 2014

Хаклă парне

Вĕренÿ çулĕ умĕн кашни шкул ачи хăйĕн портфельне çĕнĕ кĕнеке-тетрадьпе пуянлатать. Вулавăшсене тĕрлĕ энциклопедипе словарь çитме ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çак кунсенче вара пĕрремĕш-тăваттăмĕш классен вĕренекенĕсем валли тепĕр хаклă парне пулчĕ те.

31 Утă, 2014

Çулла та шкулта

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шку- лĕнче дежурство эрни пырать. Çак вăхăтра ачасем çурт-йĕр таврашне тирпей-илем кÿреççĕ, йăрансене çум курăкĕнчен тасатаççĕ. Аслисене пысăк пулăшу кÿреççĕ.

26 Утă, 2014

Ĕпхÿри истори палăкне усламçă шучĕпе юсаççĕ

Ĕпхÿри П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн шăпи чылайăшне пăшăрхантарать. Вăл хупăнма пултарасси шăв-шав çĕклерĕ. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕ-ши вăл?

25 Утă, 2014

Паянхи шкул вулавăшран пуçланать-и?

Çамрăк ăрăва кĕнекене юратма вĕрентес тесен мĕн тумалла? Паян, ачасем хăйсене кирлĕ произведенисене планшетпа вуланă чухне, шкул библиотекисем кирлĕ-и? Шăпăрлансен ăс-хакăлне тăвăмне аталантарма мĕнле çул-йĕр пур-ши? Пĕлÿ çурчĕн вулавăшĕнче ĕçлекенсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче мĕнле мероприятисем ирттернĕ-ши?

Pages