Вĕрентÿ

2 Авăн, 2014

Ун пеккисем яла тытса тăраççĕ

«Çамрăк учительсем яла килнĕ», - терĕç Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç шкулĕнче вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче, 1984 çулта. Вĕсенчен пĕри - Галина Каримовна Ухтиярова, халĕ - упăшкин хушамачĕпе Яковлева. Шăмăршă ялĕнчи Чаткас ялĕнчен вăл.

Хитре, çÿллĕ, сарă вăрăм çÿçлĕ хĕр математика вĕрентет. Пур енĕпе те килĕшÿллĕ, ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, ĕçчен. Ачасене юратать, хăйĕн предмечĕпе тĕрлĕ меслетпе интереслентерет. Вăл йывăр, пур ачана та пĕр шайри пĕлÿ пама çăмăл мар, апла пулин те хастар ĕçлет.

«Пушă вырăн çынни пулман вăл», - теççĕ ун пеккисем пирки.

2 Авăн, 2014

"Яваплăха туйса вĕренсен çулăр такăр пулать"

Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă, таса та тирпейлĕ пÿлĕмсем, хаваслă юрă-кĕвĕпе тулнă зал - çакăн пек ÿкерчĕкпе кĕтсе илчĕ хăйĕн студенчĕсене, вĕрентекенĕсене, хăнасене Мускав патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕ - Шупашкарти политехника институчĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче.

2 Авăн, 2014

Пĕлÿ пухма шăнкăрав йыхравларĕ

Хăмăр кĕпен пĕрмисене сăмса тăррине тар тухиччен якатнă, крахмалланă шап-шурă çухине çĕлесе хунă, сумкăна тетрадь-ручка чиксе хатĕрленĕ, ирхине çывăрса тăрсан пÿрт умĕнчи пахчаран чи хитре чечексенчен уяв çыххи хатĕрлесси кăна юлать. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕнхи куна çапла миçе хутчен чăтăмсăррăн кĕтмен-ши! Шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа кăна мар, аслă вĕренÿ заведенийĕн сакки çинчен тăнăранпа та чылай вăхăт иртрĕ пулин те авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ килсе çитмессерен чуна ырă варкăш кăтăклать. Юратнă вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннĕ тантăшсем аса килеççĕ.

2 Авăн, 2014

Малашлăха алăран ан вĕçертĕр!

Ĕнер пин-пин çамрăкшăн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ: тин кăна вăтам шкул пĕтернĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли аслă, вăтам, пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен алăкĕсем уçăлчĕç. Шупашкарти коопераци институтĕнчи Пĕлÿ кунне халалланă савăнăçлă уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, паллă ытти çын хутшăнчĕ, студент пулма хатĕрленекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕç.

30 Çурла, 2014

Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр

Çитес тунти кунтан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене сукмак такăрлатакан 351 пин ачапа çамрăкшăн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант вăл.

Pages