Ача тăрăшса вĕрентĕр
"Тăван çĕршыв ăçтан пуçланать-ши?" - шкулта вĕреннĕ вăхăтра çакнашкал ятпа сочинени çырни асран тухмасть. Çакă пирĕн тавракурăмпа çыхăннă. Пĕрремĕш утăмсем тунă чухнехи çывăх çынсен калаçăвĕ, юратăвĕ, вĕрентĕвĕ, килти килĕшÿпе хăтлăх халĕ те куç умĕнче. Кайран тавралăха сăнама пуçланă, юлташсем тупнă. Походсемпе экскурсисене çÿреме пуçланă. Пирĕн тĕнчекурăм кунсерен аталанса пынă. Ял ачисене илемлĕ фильмсемпе спектакльсем çав тери кăсăклантарнă. Атте-анне, вĕрентекенсем таçта та илсе çитернĕ пире. Кинотеатрпа театра билет илсе панисĕр пуçне тĕрлĕ хулари музейсемпе паллаштарнă.