Вĕрентÿ

2 Утă, 2014

42 çул та хыçа юлчĕ

Кашнин пурнăçĕнче шкул мĕнле те пулин йĕр хăваратех. Телее, маншăн ачалăхри пĕлÿ тĕнчи ыррипе кăна асра юлнă. Çакă пире вĕрентнĕ педагогсем чăн профессионалсем пулнинчен килет. Хăйсен предметне тарăн пĕлни, тавра курăмĕ анлă, пултарулăх шыравĕ вĕçсĕр пулни ачасенчен чăн-чăн çынсем "калăплама" витĕм кÿнĕ.

28 Çĕртме, 2014

Чи маттуррисене саламларĕç

 Çулленех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чи лайăх 100 студента палăртаççĕ. Çак ята общество ĕçне хастар хутшăнакан, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, спортпа туслă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тивĕçет.

28 Çĕртме, 2014

Ачасем чăваш пулсах ÿсчĕр

Ача чухнех чăваш тумне питĕ юрататтăм. Ялта камăн та пулин туй кĕрлет пулсан ватти-вĕттипех курма пухăнаттăмăр. Хальхи пек шурă кĕпепе, пуç çинчи чечек кăшăлĕпе марччĕ качча каяс хĕр.

28 Çĕртме, 2014

Ачасене халалланă çул çÿрев

Çуллахи каникул вĕçлениччен кун чылай-ха. Кану тапхăрĕнче ачасем вăхăта мĕнле ирттернипе республикăри влаç органĕсем кăсăкланнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар эппин.

Pages