Вĕрентÿ

26 Нарăс, 2015

«Пĕтĕм тĕнчене парнелĕттĕм...»

Лиза Жашковская хайĕн юлташĕсемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Кирек мĕнле ĕçре те пĕрремĕш ретре: тĕрлет, ÿкерет, ташлать. Хăй вăхăтĕнче Лиза шкул активĕн лидерĕ пулнă, паянхи куна вара курсри ушкăн старости.

«Канма ĕлкĕрĕпĕр-ха», - шÿтлет Лиза йăл кулса.

19 Нарăс, 2015

Университетра вĕренет... вунпĕрмĕш çул

Шупашкарта пурăнакан Анна Головина аслă шкулта вунпĕрмĕш çул вĕренет. Çук, кашни курсра икшер çул ларман вăл... 5 çул вĕреннĕ хыççăн университетпа сывпуллашма васкаман: малтан - магистратурăна, унтан аспирантурăна çул тытнă. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнче иртнĕ «Çулталăк аспиранчĕ» конкурсра çĕнтернĕ.

17 Нарăс, 2015

Инçет вĕрентÿ - карантин вăхăтĕнче

Республикăра грипп тата ОРВИ чирĕсем анлă сарăлнăран хăшпĕр шкул карантина хупăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Хальхи вăхăтра тĕп хулари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 17 организаци вĕренÿ занятийĕсене вăхăтлăх чарнă, чир-чĕр тамаличчен 5 пин ытла ача килте ларĕ.

Карантин чылай чухне сахалтан эрнене тăсăлать, çавна май шкул ачисем вĕренÿ программинчен юласран пăшăрханни куçкĕрет. Шупашкар хула администрацийĕ лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе шкулсене май пур таран интернет-çыхăнупа усă курма сĕнет.

17 Нарăс, 2015

Экзамена хатĕр-и?

Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта федераци субъекчĕсем 2015 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ирттерме мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă.

Конференцие Раççейĕн мĕнпур субъектне явăçтарнă, унта Ольга Голодец вице-премьер, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, Рособорнадзор ертÿçи Сергей Кравцов хутшăннă.

17 Нарăс, 2015

Чăвашла маннă тейĕн...

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассири шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă тумашкăн кунта тĕрлĕ вăхăтра пĕлÿ илнĕ ентешсем таçтан та пухăнчĕç. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин, район администрацийĕн представителĕсем те уява хутшăнчĕç. Вĕренÿ учрежденине парнепе чыслакан сахал мар пулчĕ паллах.

Мана вара урăххи канăçсăрлантарчĕ: тухса калаçакансем те, чыславшăн тав тăвакансем те пурте тенĕ пекех вырăсла пуплерĕç, шкул ачисем те вырăс юррисене шăрантарчĕç - итлесе ларакансене хăйсем çак чĕлхене аван пĕлнине кăтартасшăн пулчĕç ахăр.

Pages