Вĕрентÿ

18 Пуш, 2015

Садике çÿретнишĕн те

Малашне амăшĕн капиталĕпе ачана уйрăм çын садикне çÿретнĕшĕн тата ăна хушма пĕлÿ панăшăн тÿлеме май пулĕ. Кун пирки Патшалăх Думине саккун проекчĕ кĕртнĕ. Хальлĕхе ку саккун патшалăх аккредитацине тивĕçнĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче çеç вăйраччĕ.

2015 çулта амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашрĕ. Саккун тăрăх - унпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме усă курма юрать.

17 Пуш, 2015

Темĕн те тÿснĕ, çапах шăпине ÿпкелемен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Тăван çĕршыв вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсен, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Севастиан Михайлович Архипов пурнăçĕнче хура-шурне пайтах курнă, темĕн те тÿссе-чăтса ирттернĕ, çапах чунĕ чурăсланман унăн, ыррине шанма пăрахман.

12 Пуш, 2015

Туятăп, телейлĕ самант çитетех!

Улттăмĕш космонавт класĕнчи Анжела Александрова - ушкăнри лидер. Ăна тус-юлташĕ-сем çеç мар, педагосем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вĕренÿре те, спортра та ытти обществăлла ĕçсенче те хастар вăл.

12 Пуш, 2015

Компьютер умĕнче ларма хăнăхман

Дима Сергеевпа Саша Васильев тахçанах туслă. Пĕр класра вĕренекенсем тĕрлĕ ялтан пулсан та час-часах тĕл пулма май тупаççĕ. Ара, шкулта кăна мар, пушă вăхăтра та пĕрле пулас килет-çке! Ун пек хаваслăрах та. Тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăларма та çăмăлтарах.

12 Пуш, 2015

«Шырав» яланах шыравра

Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсен «Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Йĕркелесе ирттерекенĕ - çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центр.

Pages