Вĕрентÿ

7 Ака, 2015

Лашасене юратнăран...

"Лаша - питĕ мăнаçлă та вăйлă чĕрчун. Литература хайлавĕсенче мĕн чухлĕ ырă йĕрке çырман-ши ун çинчен? Писательсем çеç мар, чи малтан ахаль хресченсем лашана тав туса чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаççĕ. Вăл мĕн авалтанпах этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.

7 Ака, 2015

Класс ертÿçисен конкурсĕ хĕрсех пырать

Республикăра йăлана кĕнĕ "Самый классный классный" конкурсăн куçăн мар турĕнче тĕрлĕ муниципалитран 32 вĕрентекен хутшăннă. Вăл икĕ номинаципе иртет: 25 çула çитменнисен тата асăннă ÿсĕмрен иртнисен хушшинче. Апрелĕн 9-10 мĕшĕнче куçăн майпа пулакан тупăшăва 21 педагог хутшăнĕ.

Вĕсем хăйсене шанса панă классемпе еплерех ĕçлессин планне стандартсенчен раснарах хатĕрлени, тĕп шухăша витĕмлĕ палăртни, авторлăх курăнни - акă мĕне кура суйласа илнĕ иккĕмĕш тапхăра хутшăнакансене экспертсем.

2 Ака, 2015

Мĕн акатăн, çав шăтать

«Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшмесĕр чăннипех те май çук. Пур çĕрте ĕлкĕрме, пуçарулăхĕпе палăрма ăçтан вăхăтне тупаççĕ тульккăш? Çине-çине олимпиадăна, конкурссене, интернет-викторинăна хутшăнаççĕ.

2 Ака, 2015

Техникумпа колледжа пĕрлештерĕç

Оптимизаци пур тытăма та пырса тивет. Вĕренĕве те, медицинăна та. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти электромеханика колледжне реорганизаци кĕтет.

1944 çулта хута кайнă электромеханика колледжне Шупашкарти çыхăнупа информатика техникумĕпе пĕрлештересшĕн. «Информатика» специальноçне техникумра та, колледжра та хатĕрлеççĕ. Реорганизаци хыççăн ку ыйту татăлĕ. Улшăну хăçан пуласса хальлĕхе пĕлтермеççĕ.

Pages