Вĕрентÿ

14 Ака, 2015

Унсăр шкул та тĕксĕмленĕ

Унăн пархатарлă ĕçĕ çинчен эпĕ сахал мар илтнĕ, анчах хăйĕнпе куçа-куçăн калаçма ниепле те май тупаймарăм. Вара пĕррехинче ятарласа Янкăлч шкулне çул тытрăм. Çулне кура мар вăшăл-вашăл Калиса Михайловна Иванова питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ.

14 Ака, 2015

"Ăслă" станок умне тăма тăнлă специалист кирлĕ

Виççĕмĕш класа çÿрекен ывăлăм алăк урати урлă каçсанах паян шкулта кун мĕнле иртни çинчен каласа пама пуçăнать. Нумаях пулмасть акă республикăри страхлакан сумлă компани ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Манăн пулас професси" конкурсне ирттересси çинчен каланăччĕ вăл. Çав кунах шурă хут листипе тăрмашма тытăнчĕ. Икĕ ÿкерчĕк хатĕрлерĕ, пĕринче - çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçине, тепринче çăлавçăна сăнланă. Темиçе кун иртсен хайхискертен ытти тантăшĕ конкурс валли мĕнлерех ĕçсем ăсталани, кам хăш професси çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтатăп.

14 Ака, 2015

Пирчемен-ха Пинерсен ăшпиллĕхĕ

Коридорта шăна вĕçни илтĕнесле шăп. Никам унталла-кунталла кумни курăнмасть. Шкул директорĕ Герман Станиславович кăна лара-тăра пĕлмест. Акă, хăйĕн ĕç пÿлĕмне лăпланса ларнăччĕ кăна - чунĕ чăтманран каллех территорие пăхкаласа çаврăнас шухăшпа вырăнтан тăчĕ.

10 Ака, 2015

Çĕре юратма вĕрентесси - пурин тивĕçĕ те

Ялхуçалăх специалисчĕсене çĕр ĕçĕ пĕрлештерет. Пĕрле тăрăшсан çеç отрасль ÿсĕмлĕ аталанасса вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шел те, юлашки çулсенче чылай хуçалăхра агроном, зоотехник е ветеринар çук. Механизатор пирки вара калама та кирлĕ мар. Кирлĕ чухне ăна кăнтăр çутинче хунарпа та шыраса тупаймăн. Вун-вун çул каялла хисеплĕ çын шутланнă вăл. Çуркунне çитсен хакĕ татах ÿснĕ. Умĕнче темиçе дипломлă специалист та кăмăллăн пуç тайса: «Ырă çыннăм, тархасшăн, пахча сухаласа парсам. Укçа хĕрхенмĕп», - тенĕ.

Pages