Вĕрентÿ

16 Ака, 2015

"Ылтăн" улăм пĕрчи

Хула урамĕпе утаттăм. Ума кутамкка çакнă арçын тухрĕ. Кутамккинчен улăмран çыхса тунă илемлĕ лили чечекĕсем, каллăсем хĕвел шевлипе ылтăн тĕслĕн йăлтăртатаççĕ. Тепĕр 3-4 эрнерен тепре тĕл пултăм ăна. Хальхинче сăмах хушмасăр чăтаймарăм.

15 Ака, 2015

Хресчен олимпиади иртнĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕрремĕш хут хресчен олимпиади иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районтан 85 ача хутшăннă. Ытларахăшĕ вара Канаш, Комсомольски, Куславкка районĕсенчен.

Ачасем ялхуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва шĕкĕлченĕ. Çав хушăрах вĕсене качака мĕн чухлĕ пурăннине, вăрлăх епле хатĕрленине чухлама тивнĕ. Пахчаçимĕçпе çыхăннă ыйтусем те пулнă.

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах вĕренекенсем ыйтусене хуравланă, каярахпа вара пултарулăхпа çыхăннă ĕçе пурнăçланă. Вĕсем чăн-чăн бизнес-план та хатĕрленĕ.

15 Ака, 2015

Пĕрлехи диктанта Арктикăра та çырасшăн

Пĕрлехи çыру ĕçне пурнăçлакансен ытларах пайне пĕлтĕрхиллех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ йышăнĕ. Хальлĕхе диктант çырма 6 пысăк аудитори уйăрса хунă. Кирлĕ пулсан вырăн тата тупĕç - 2000 çын таран çăмăллăнах йышăнма пултарĕç. Кăçалхи акцие ирттерме Наци библиотеки те хăйĕн лаптăкне уйăрса парать, анчах унти 30 вырăна малтанах çырăнса йышăнса хунă ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкар çыннисем вара йăлана кĕнĕ пекех 6-мĕш гимназире пуçтарăнĕç.

Pages