Вĕрентÿ

27 Çу, 2015

Тĕрĕслевĕн тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ

Майăн 25-мĕшĕнче ППЭ тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ. Патшалăх экзаменĕсене Чăваш Енре литературăпа - 194, географипе 164 çамрăк экзамен тытнă. Пурĕ Раççейре тĕп тапхăра хутшăнма 715,5 пин хĕрпе каччă ыйтса çырнă, вĕсенчен 699,6 пинĕшĕ - шкултан кăçал вĕренсе тухакансем.

Экзамен йышăнма Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Çĕрпÿ районĕнче - 1, Шупашкарта 2 пункт уйăрнă. Аудиторисенчен ытларах пайне онлайн-видеосăнавпа тивĕçтернĕ, кĕсье телефонĕсене хуплакан хатĕрсем - кашни пунктрах. Паллах, çакнашкал çирĕп йĕрке тĕ-рĕслеве май пур таран ултавсăр ирттерессипе çыхăннă.

26 Çу, 2015

Сывă пул, ачалăх - хапăл ту, Пуласлăх!

Майăн 22-23-мĕшĕсенче республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕрмĕшсен йышĕнче - 6,5 пин хĕрпе каччă, тăххăрмĕш класран вара кăçал 11,2 пин вĕренекен тухаççĕ. Пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, хумхануллă та вĕренекенсен çак уявĕ. Майăн 23-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимназире юлашки шăнкăрава халалланă уява хутшăннă. Экзаменсене ытлашши пăлханмасăр ăнăçлă тытма, пуласлăха утмашкăн тĕрĕс çул суйлама суннă.

21 Çу, 2015

«Хĕрĕм» тесе чĕнĕттĕм, хам ăшша парнелĕттĕм...

Светлана Николаевна Казанцева вĕрентекен кашни ир класа кĕмессерен Женя Романовăна куçĕсемпе шырать. «Ăçта-ши вăл? Паян шкула килнĕ-ши? Е тата киле парса янă ĕçсене пурнăçланă-ши?» - тесе пăшăрханать. Женя пÿлĕме кĕрсенех вăркакан чунĕ çемçелет, пĕчĕкскере пырса ыталать.

21 Çу, 2015

Спорт туризмĕ – кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме

Çамрăксем хушшинче спорт туризмне аталантарас енĕпе республикăра аван ĕçлеççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă шкулĕ те айккинче юлмасть. Коридорта чăнкăр-чăнкăр сасă илтĕнсенех шкулта ĕçлекенсем çине ыйтуллăн пăхрăм. «Кусем - спорт туризмĕпе хатĕрленекенсем», - ăнлантарчĕç мана. Спортăн çак тĕсĕпе уйрăмах туслă икĕ хĕрача çинчен «Тантăш» тусĕсене те пĕлтерер-ха.

21 Çу, 2015

Экзамена алă сехечĕпе кĕме юрать-и?

Раççей вĕрентÿ асăрхавĕ /Рособрнадзор/ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ăслă сехетсемпе, çав шутра Apple Watch, кĕме юраманнине пĕлтерет. Çавăн пекех гаджетсемпе е карас телефонсемпе те усă курма чараççĕ.

«Металлодетекторсен хашакĕсем витĕр тухнă чухне алă сехечĕ электрон е ахаль пулнине тата Bluetooth, интернет çыхăнăвĕ пуррипе çуккине тĕрĕслĕç»,- ăнлантарнă ведомство ертÿçин заместителĕ Анзор Музаев.

Pages