Вĕрентÿ

Ытлари кун Шупашкарти Павлов Мичман урамĕнчи вырнаçнă ятарлă пушар чаçĕнче çамрăк пожарнăйсен дружинисен республикăри финал ăмăртăвĕ иртрĕ. Савăнăçлă уява уçнă май Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕсем сăмах илчĕç, çамрăксене пурнăçра тата ăмăртура ăнăçу сунчĕç.

Çак кунсенче пулас тракторист-машинистсем Вăрнар ял хуçалăх техникумне республика олимпиадине пухăннă. Унта вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.

28 May, 2014 | Вĕрентÿ

Чăваш Республикинчи ача çурчĕсемпе интернат шкулсенчен çуллен 50-100 тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи çулне професси пĕлĕвĕ паракан организаципе е аслă шкулпа çыхăнтарать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, 12 интернатран 58 çавнашкал çамрăк тухнă.

24 May, 2014 | Хыпар | Вĕрентÿ | Уяв

Çу уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре, Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, шкул пĕтерекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ, çавна май вĕренÿ заведенийĕсенче савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Кăçал пирĕн республикăра 6,6 пин ача 11-мĕш класран, 11,8 пинĕ 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухаççĕ.

Çĕртмен 18-28-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче федерцин Атăлçи округĕнчи «iВолга – 2014» форумĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - регионсенчи çамрăксене аталанма условисем туса парасси, проектсем йĕркелеме вĕрентесси, çĕнĕ шухăшсене пурнăçлама майсем хатĕрлесси, пултаруллă хастарсене тупса палăртасси.

Pages

Subscribe to Вĕрентÿ