Вĕрентÿ

24 Утă, 2015

Пĕлÿ кунĕ тĕлне - Чăваш Ен парни

Луганск тата Донецк халăх республикисенчи шкул ачисем - кăçал пĕрремĕш класа каякансем - валли Чăваш Енре пурăнакансем виçĕ тонна ытла гуманитари пулăшăвĕ хатĕрленĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов Луганск тата Донецк халăх республикисенчи пĕрремĕш класс ачисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне парнепе савăнтармашкăн "Çĕнĕ Раççее - пĕлÿ кунĕ" ыркăмăллăх акцийĕ йĕркелеме кăçалхи çуркунне чĕнсе каланăччĕ. Унăн шухăшне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ырласа йышăннă.

23 Утă, 2015

Ĕçлерĕмĕр те, вĕрентĕмĕр те

Ĕçпе кану юнашар пулнине лайăх пĕлетпĕр. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче эпир çуллахи каникула мĕнле ирттерес пирки нумай шухăшларăмăр. Класс ертÿçи Екатерина Ивановна Григорьева тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Июль уйăхĕн вĕçĕнче шкула çуллахи практикăна тухмаллине пĕлсен питех те савăнтăмăр.

21 Утă, 2015

Шкулсен юсавлăхне тĕрĕслеме тытăнчĕç

2015 çулта çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине республикипе 464 шкулта, 399 ача садĕнче, професси пĕлĕвĕ паракан 19 учрежденире, 16 интернат шкулта, 3 ача çуртĕнче тĕрĕслĕç. Юсавпа тирпей кĕртес ĕçсене мĕнлерех ирттернине хаклакан йышăну тапхăрĕ июлĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен пырĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитермешкĕн республика хыснинчен пурĕ 670 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Çак нухратпа юсав ĕçĕсем ирттерме кăна мар, пурлăх никĕсне пуянлатма та усă курĕç.

21 Утă, 2015

Чăваш орфографийĕн хуçисем камсем?

НУМАЙ ЧУХНЕ ЭПИР «ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ПĔР ПУЛАР!» ЛОЗУНГА КАЛАМА ЮРАТАТПĂР. ПĔРЛĔХĔ ĂÇТА? ОРФОГРАФИ ТАВРА ÇАПĂÇНИНЧЕ-И? ВĔРЕНТŸ ИНСТИТУЧĔН ЧĂВАШ ЧĔЛХИПЕ ЛИТЕРАТУРА КАФЕДРИНЧИ ХĂШПĔР ÇЫНСЕМ ТĂТĂШАХ ПĔР АВТОРСЕНЕ УРА ХУРСА ВĔРЕНŸ КĔНЕКИСЕНЕ ВĂХĂТРА ШКУЛ АЧИСЕМ ПАТНЕ ИЛСЕ ÇИТЕРЕССИНЕ ЧАРСА ТĂНИНЧЕ-И?

Иван Андреевич Андреев профессора Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре те аван пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе филологи наукисен докторĕ сумлă та курăмлă ĕçсем туса хăварчĕ. Анчах та юлашки вăхăтра И.А.Андреев профессор çырнă чăваш чĕлхи учебникĕсенче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин хăшпĕр членĕсем йăнăшсем тупма пуçларĕç. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ вĕренÿпе меслетлĕх канашĕнче И.А.Андреевăн 6-мĕш класс учебникĕнчи «Хамăр тăрăхри пахчаçимĕçсем» пай ятне тĕрĕс мар çырнă, пая «Хамăр тăрăхри пахча çимĕç» тесе тÿрлетмелле терĕ Ю.М.Виноградов. Герман Лебедев ячĕллĕ чăваш наци лицейĕнче ĕçленĕ Г.Л.Никифоров та унпа пĕр шухăшлă пулчĕ. Вĕсен шучĕпе, «пахчаçимĕç» нумайлă хисеп форминче тăма пултараймасть иккен. Эппин, «пахчаçимĕçсем» тесе усă курни Иван Андреевичăн йăнăшĕ пулса тухать.

21 Утă, 2015

Асра юлĕç лагерьти кунсем

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çу кунĕсенче те ачасемпе çыхăнăва татма васкамасть. Шкул çумĕнче уçăлнă вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетекен "Непоседы" лагерĕн ĕçĕ-хĕлĕ çакна çирĕплетет.

Pages