Вĕрентÿ

26 Çурла, 2015

Çар вĕренĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Августăн 24-мĕшĕнче РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Генштабĕн пуçлăхĕ - оборона министрĕн пĕрремĕш заместителĕ арми-генералĕ Валерий Герасимов Екатеринбург хулинче Тĕп çар округĕн штабĕнче видеоконференци мелĕпе Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта «Центр-2015» стратеги командăпа штаб вĕренĕвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

25 Çурла, 2015

Профессие те суйлама пĕлмелле

«Ачасемпе çамрăксен професси суйлавĕ - Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритечĕ» шăпах çак темăпа иртрĕ кăçал республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ. Унта педагогсемпе пĕрлех влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ организацийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, ĕç паракансемпе ветерансем хутшăнчĕç.

21 Çурла, 2015

Республикăри шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2015-2016 çулти вĕренӳ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă видеоконференци мелĕпе ирттернĕ ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  хутшăннă.

20 Çурла, 2015

Ачана шкула яма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен эрне ытларах кăна юлчĕ. Ăна 1-мĕш класа каякансем уйрăмах чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те пăшăрханмалли чылай: кĕске вăхăтра мĕн кирлине йăлтах илсе çитермелле. Ачана шкула ямашкăн мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Pages