Вĕрентÿ

5 Авăн, 2015

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ...

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах хăнăхнă йăлапа шкула ашшĕ-амăшĕн пухăвне пуçтарăнатпăр. Яланхи пекех шкул директорĕ чи малтан сăмах илет. Кăçалхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать вăл. Тĕслĕхрен, пирĕн шкулта ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕрен урок вăхăтне 45-рен 40 минут таран кĕскетме йышăннă. Апла тăк вĕсен çур сехет маларах пушанма май пулать. Уроксем хыççăнхи тÿлевлĕ кружоксенче хутран темĕн те пĕр тума, ÿкерме, ташлама хăнăхтараççĕ. Килте телевизор куриччен е компьютерпа выличчен вăхăта шкулта ирттерни тем тесен те усăллăрах.

4 Авăн, 2015

Йыш ÿснине шута илсе

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх – кăçал вĕренÿ тытăмне пĕтĕмпе 1,1 млрд тенкĕ ытла укçа хывнă. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденисене модернизацилеме - 512 млн, вĕренÿ çурчĕсем тума тата çĕнетме - 165 млн, вĕсене тĕпрен тата куллен юсама 263 млн тенкĕ тăкакланă. Тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, кĕнекесем, автобуссем туянма, хăрушсăрлăха тивĕçтерме 247 млн тенкĕ кайнă.

3 Авăн, 2015

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ

Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ шкулсене çитсе килчĕ.ЧНК Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата "ТУС" строительсен фирмин ертÿçи Николай Федорович Угаслов вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламлама паян Шупашкарти пурĕ сакăр шкула çитме ĕлкĕрчĕ!

2 Авăн, 2015

Çул çинчи киревсĕрлĕх тата 4-мĕш гимнази

Ашшĕ-амăшĕ пĕлÿ кунне хăйсен тĕпренчĕкĕпе ирттерме тăрăшать. Анчах аслисем тепĕр чухне ыттисен умне йывăрлăхсем кăларса тăратни пирки пач шутламаççĕ тейĕн.

Чăваш наци телевиденийĕ

Pages