Вĕрентÿ

2 Юпа, 2015

Маттур пулма хушамат та хистетчĕ

Кĕрхи илемлĕ ăшă кун. Шупашкар районĕнчи Салапайкасси шкулĕн территорийĕнче шăп - пысăк тăхтав умĕнхи шăнкăрав пулман-ха. Пиллĕкмĕшсен - акăлчан чĕлхи урокĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ Светлана Ильина сĕннипе эпĕ класа кĕрсе ларатăп.

1 Юпа, 2015

Тавралăха юратма вĕрентекен

Етĕрне районĕнчи Палтай шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Мая Германовна Шуверова хăйĕн ĕçне чунтан парăннă. Тĕрлĕ предмета ăса хывма пулăшнисĕр пуçне вăл ыркăмăллăхпа юрату урокĕсене ертсе пырать - ачасене тавралăха, тăван çĕршыва, çутçанталăка юратма, унăн илемне хаклама хăнăхтарать. Хăй чечексемпе кăсăкланнăран вĕренекенĕсене те çак ĕçе явăçтарать. Кĕркунне çитсен çулсеренех шкул пахчинче ешерекен çеçке вăрлăхне хăйсемех пуçтарса илеççĕ. Тепĕр çул çуркунне акса калча çитĕнтереççĕ.

1 Юпа, 2015

Шкулта - пĕрлĕхлĕ хăрушсăрлăх кунĕ

24-мĕш шкулта Пĕрлĕхлĕ хăрушсăрлăх кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнма вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те лайăх хатĕрленчĕç. Ачасене çул-йĕр правилисемпе инспектор паллаштарчĕ, кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çемйисемпе ăмăртрĕç.

1 Юпа, 2015

Кашни урокра - çĕнни

Чăваш чĕлхипе литературине ачасем юратса вĕренеççĕ. Пурнăç аталаннă май, вĕренÿ программи те улшăнса пырать. Учительсем те хăйсен ĕçĕнче çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Ку шкул ачисенче тăван чĕлхене тарăнрах пĕлес туртăма самай вăйлатать.

1 Юпа, 2015

2,5 пин тенкĕ шалу илсен те хĕпĕртенĕ

Шупашкар районĕнчи Чурачăкри шкулта право, обществознани, истори предмечĕсене вĕрентекен Наталия Соловьева - кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен йышĕнче. Тăван шкула ĕçлеме килни уншăн темрен те паха.

Pages