Вĕрентÿ

9 Юпа, 2015

Ачасем валли - проза та, психологи те

Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Проза - ачасем валли» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Конкурса çыравçăсен пĕрлĕхĕсен пĕтĕм тĕнчери сообществин членĕ Вера Львова пуçарнипе йĕркеленĕ. Ачасем валли хайлакан çыравçăсен ку тупăшăвĕ кăçал 25-мĕш хут иртрĕ.

8 Юпа, 2015

Вăрман... хурăн хуппи... Йăлтах Оля ĕçĕнче

Çуллахи вăхăтра ача-пăча аслисемпе вăрмана кайсан тÿрех хĕп-хĕрлĕ пиçекен çырла еннелле туртăнать. Кĕркуннесерен вара кăмпасем пухать пулсан, Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 5 «в» класĕнче вĕренекен Оля Антиповăн пачах урăхла шухăш-тĕллев.

6 Юпа, 2015

Паян эпир ăста рабочисем кирлине туятпăр

Çуллен октябрĕн 2-мĕшĕнче Раççейре Професси-техника вĕрентĕвĕн кунне паллă тăваççĕ. 1940-мĕш çулта малтанхи училищĕсем йĕркеленнĕ: ремесласен - 622, чукун çулăн - 122 училищи тата фабрика-завод 806 вĕрентĕвĕн шкулĕ уçăлнă. Чăваш Енре ФЗШ чи малтан Улатăрта, Канашра, Куславккара, Çĕмĕрлере уçăлнă.

Pages