Культура

15 Чÿк, 2014

Чĕри юрри - пин çын юрри...

Çеçпĕл Мишши сăввисене шкулта вĕреннĕ чухне пăхмасăр калама вĕреннĕ. Аслă сăвăçăн пĕр йĕрки те ахальтен çуралман. Чĕри витĕр шăранса тухнă сăввисем вилĕмсĕр. Çеçпĕл вăл - Чăвашăн Хăвачĕ, Ыратăвĕ, Йыхравĕ, Шанчăкĕ...

Кăвар чĕрем - пин çын чĕри,

Эп пĕр çын мар - эп хам пин-пин,

15 Чÿк, 2014

Чунри тасалăха упрама чĕнет поэт

Петĕр Яккусен /Петр Яковлевич Яковлев/ 1950 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вун çичĕ çула яхăн вĕрентекенре ĕçленĕ. Ĕпхÿ хулинче кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Мускавра доцент ятне илнĕ.

15 Чÿк, 2014

«Хастарлă, хыт утăмлă пулăр!»

Аслă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ыран 115 çул çитет. Пурăнас кунĕ кĕске пулнă унăн, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Апла пулин те унăн сулмаклă сăмахĕсем паянчченех чĕррĕн янăраççĕ.

Pages